АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çул çÿрев хакланать

26 января 2013 г.

Январĕн 23-мĕшĕнче ЧР Министрсен Кабинечĕн кăçалхи пĕрремĕш ларăвĕ иртрĕ. Ăна республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пычĕ.

Ларура регион тата муниципалитетсен шайĕнчи автоçулсем çинче вырнаçнă парковкăсемпе усă курнăшăн тÿлемелли виçене палăртмалли методикăна çирĕплетрĕç. Вице-премьер — транспорт министрĕ Михаил Янковский пĕлтернĕ тăрăх — 3,5 тоннăран пĕчĕкрех виçеллĕ транспорт хатĕрĕсемшĕн талăкра 50 тенкĕрен ытла мар тÿлемелле пулать. Кашни сехетшĕн тÿлемелли виçе те пур — 5 тенкĕ.

Тишкернĕ тепĕр методика — нумай хваттерлĕ çуртсен картишĕсене юсама муниципалитетсене республика бюджетĕнчен субсиди парассине палăртмаллискер. Çак тĕллев валли бюджетра пĕтĕмпе 123 млн тенке яхăн пăхса хăварнă. Михаил Янковский районсемпе хуласене укçана халăх шутне кура парасси пирки каларĕ. Çак ĕçе вĕсен хăйсен те хутшăнмалла — субсиди виçинчен 10: кая мар.

Нумай ачаллă çемьесем валли уйăрнă çĕр лаптăкĕсене инженери инфратытăмĕпе тивĕçтерес ыйтăва тишкернĕ май строительство министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Олег Марков йĕркепе килĕшÿллĕн кашни çĕр лаптăкĕ пуçне тивекен тăкаксем 400 пин тенкĕрен ытла пулмалла маррине палăртрĕ. Тепĕр тесен — çемьесем çурт-йĕр çĕклес ĕçе çанă тавăрсах кÿлĕннĕ теме те иртерех пулас. Хальлĕхе 577 çемье çĕр илнĕ, вĕсенчен 40-шĕ кăна строительство пуçарнă-мĕн. Инфратытăм бюджетшăн ытла та хаклă ан пултăр тесе ку ĕçе бюджет тулашĕнчи çăл куçсене те явăçтармалли пирки сăмах пулчĕ.

Республикăн электротехника кластерне промышленноç (индустри) паркĕн инженери инфратытăмне йĕркелесе аталантарма бюджетран субсиди памалли правилăсене çирĕплетрĕç. Çавăн пекех 2012 çулхи тăваттăмĕш кварталшăн çын пуçне пурăнма кирлĕ виçене палăртрĕç — 5510 тенкĕ.

Автомобиль тата электричество транспорчĕпе пассажирсене илсе çÿремелли тарифсем пирки каларĕç. Вĕсем пысăкланаççĕ. ЧР Конкуренци политики тата тарифсем енĕпе ĕçлекен патшалăх службин ертÿçи Альбина Егорова хальхи тÿлевсен виçи транспорт предприятийĕсен тăкакĕсене саплаштарманнине палăртрĕ. Хăйсем шутласа пăхнă тăрăх — Чăвашавтотранс тăкакĕсем 314 млн тенкĕпех танлашма пултараççĕ, троллейбус управленийĕсем те тăкак тÿсĕç. Çавна май çул çÿреве хаклатма ыйтаççĕ. Транспортниксен аппетичĕ, паллах, пысăк, Тариф служби вĕсем сĕннĕ цифрăсене чакарнă, çапах çул çÿрев хакланатех.

Халĕччен транспортăн пĕр-пĕр тĕсĕпе çÿреме пĕрешкел виçе палăртатчĕç, ку хутĕнче вара йăлана кĕнĕ йĕркерен пăрăнма йышăннă. Тÿлев мелне кура унăн виçи те тĕрлĕ пулать. Çапла вара электрон мелĕпе тÿленĕ чух хулари автобуссемпе çÿренĕшĕн 15 тенкĕ тăкакламалла, троллейбусра — 13 тенкĕ. Укçан тÿлесен билет хакĕ пысăкрах: автобусра — 16, троллейбусра — 14 тенкĕ. Хуласен çывăхĕнчи маршрутсенче километршăн 2,39 тенкĕ тÿлеме тивĕ.

Йышăну хăш кунран вăя кĕресси пирки кăна уçăмлăх пулмарĕ. Ку уйăхлăх çул çÿрев билечĕсен хакне те пырса тивнине кура çитес уйăх пуçламăшĕнченех мар пуль, тен, нарăсăн 10-мĕшĕнчен — çапла сĕнÿ пулчĕ.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика