26 января 2013 г.
Районти Çамрăксен суйлав комиссийĕн унчченхи йышне çĕнетме кандидатурăсем тăратмалла. Унта регионти кашни политика партийĕсенчен, общество пĕрлешĕвĕсенчен, вĕренекенсен е студентсен вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенчен пĕрер представитель сĕнме юрать.
Кандидатсем 16 çултан аслăрах, 35 çултан çамрăкрах пулмалла.
Cĕнÿсемпе пĕрле кандидат çинчен çак документсем те пулмалла:
— кандидата тăратма йышăнни çинчен;
— кандидатăн Çамрăксен суйлав комиссийĕнче пулма килĕшни;
— паспорт е кам пулнине çирĕплетекен урăх документăн копийĕ;
— ăçта ĕçленине, вĕреннине çирĕплетекен хут;
— биографи çырса пĕлтерни.
Кандидатурăсем пирки сĕнÿсене февралĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 20-мĕшĕччен вырăнти суйлав комиссийĕнче çак адреспа йышăнаççĕ: Комсомольски ялĕ, Заводская урам, 57 çурт (47-мĕш кабинет).
Источник: "Каçал Ен"