26 января 2013 г.
Республикăра февраль уйăхĕччен ведомствăсем хушшинчи электронлă çыхăнăва 82 патшалăх пулăшăвне кĕртĕç. Министерствăсемпе район-хула администрацийĕсем сертификатсем илсен вĕсемпе усă курас ĕç пуçланĕ.
Ведомствăсем хушшинчи электронлă çыхăнăва РФ Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев ертсе пынипе иртнĕ кунсенче видеоконференци мелĕпе сÿтсе явнă, унта республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăннă.
Паянхи куна федераллă влаç органĕсем 110 тĕслĕ сведени тăратаççĕ, вĕсенчен 24-шĕ — регионсенче чи анлă сарăлнисем. Ытларах Росреестртан сведени параççĕ.
Паянхи куна республикăра ведомствăсем хушшинче пĕр-пĕринпе электронлă майпа çыхăнса ĕçлемелли тытăмра социаллă пĕлтерĕшлĕ 14 пулăшупа тивĕçтереççĕ. Ку ĕçе Чăваш Енĕн пурнăçлакан влаçăн 15 органĕ, 26 районпа хула тата 291 ял тăрăхĕ хутшăнать. Пулăшупа тивĕçтерекен сотрудниксене электронлă майпа алă пусмалли уçăсем панă.
Источник: "Каçал Ен"