26 января 2013 г.
Район администрацийĕн ЗАГС пайĕн ĕçченĕсем 2012 çулта гражданла лару-тăрăвăн 967 актне регистрациленĕ. Вĕсенчен 346-шĕ — ачасем çурални çинчен.
Пĕлтĕр районта 160 мăшăршăн Мендельсон маршĕ янăранă. Туй — асран тухми пулăм, паллах, анчах та чи пĕлтерĕшли — пĕр-пĕрне юратма тупа туса пĕрлешекенсем çемье вучахĕн ăшшине упрама пĕлни. Шел пулин те, 2012 çулта пурĕ 73 çемье арканнине регистрациленĕ.
Туйсем кĕрлени, ачасем çурални, паллах, савăнтарать. Анчах та çут çанталăк саккунĕ хăйĕннех тăвать. Пĕлтĕр районта 346 çын вилнине шута илнĕ.
Источник: "Каçал Ен"