26 января 2013 г.
Суйлав законодательствин требованийĕсемпе килĕшÿллĕн ял поселенийĕсен пуçлăхĕсемпе депутатсем вăхăт çитмесĕрех хăйсен полномочийĕсене пăрахăçлаççĕ пулсан, вăхăтсăр тата хушма суйлавсем ирттермелле.
Çапла вара 2013 çулхи январĕн 15-мĕшĕнче 9 №-лĕ пĕр мандатлă суйлав округĕпе Чĕчкен ял поселенийĕн депутатсен Пухăвĕн депутачĕн хушма суйлавне ирттерме йышăннă.
Январĕн 17-мĕшĕнчи йышăнупа Александровка ял поселенийĕн пуçлăхĕн вăхăтсăр суйлавне ирттерме палăртнă.
Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене суйласа сасăламалли кун — 2013 çулхи апрелĕн 14-мĕшĕ.
Чĕчкен ял поселенийĕн депутатсен Пухăвĕн депутачĕ тата Александровка ял поселенийĕн пуçлăхĕ пулас текен кандидатсене мартăн 4-мĕшĕччен регистрацилеççĕ.
Хăйсен кандидатурисене тăратас текенсен мĕнле документсем илсе пымаллине район администрацийĕн сайтĕнче пĕлме пулать. Çавăн пекех территори суйлав комиссине (Комсомольски, Завод урамĕ, 57 çурт, 47 каб.) килсе е 5-13-35 телефонпа шăнкăравласа ыйтса пĕлме пултаратăр.
Источник: "Каçал Ен"