26 января 2013 г.
Чăваш Ен — Раççей субъекчĕсем федераци ĕç тăвакан влаç органĕсен ведомствăсен хушшинчи электрон хутшăнусен тытăмĕпе (ВХЭХТ) усă курса илекен кăтартусен тестлакан пилот регионсен йышĕнче. Кăçал ку енĕпе Федерацин Миграци службин линийĕ епле ĕçленине тестланă. Тăватă регион çеç ун витĕр тухма пултарнă. Чăваш Енре, Мурманск, Калининград тата Магадан облаçĕсенче çеç система лайăх ĕçлет тесе палăртнă. Çапла вара Федерацин Миграци служби малашне çак субъектсене ĕç тăвакан влаç тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенчен кăтартусем илес тесен ыйтусене ВХЭХТ тытăмĕпе усă курса ярса параççĕ.
Паянхи куна Чăваш Енре ВХЭХТпа патшалăх тата муниципалитет пулăшу ĕçĕсен социаллă пĕлтерĕшлĕ 14 тĕсне çыхăнтарнă. Нарăс уйăхĕн пуçламăшне вĕсен шучĕ 96 пулĕ. Ведомствăсен хушшинчи электрон хутшăнура — Чăваш Енри ĕç тăвакан влаçăн 15 органĕ, 26 район-хула, 291 ял поселенийĕ. Республикăн ĕç тăвакан влаç тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем, çавăн пекех патшалăх тата муниципалитет пулăшу ĕçĕсене кÿрекенсем ведомствăсен хушшинчи электрон хутшăнусен регион сегменчĕпе технологи тĕлĕшĕнчен çыхăннă. Влаç органĕсен ĕçченĕсен пулăшу кÿме, унпа усă курма ятарлă электрон мелĕпе алă пусмалли «уçăсем» пур. Паянхи куна влаç органĕсене пурĕ 333 уçă панă. Специалистсене вара 575 уçăпа тивĕçтернĕ.
Источник: "Каçал Ен"