АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçре палăрнисене - Хисеп хучĕ

07 июня 2014 г.

    Июнĕн 8-мĕшĕнче социаллă сферăра ĕçлекенсем хăйсен профессиллĕ уявне паллă тăваççĕ. Шăпах уяв умĕн РФ Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи управленийĕ маттур ĕçченсене тата тухăçлă ĕçлекен уйрăмсене чыслать. Ĕçе чунтан парăннă специалистсем, пенсипе социаллă тата страховани тỹлевĕсене палăртас, пенсисене персонификацилес, пенси нухратне инвестицилес ĕçе йĕркелессине, амăшĕн капиталне парассине вăхăтра пурнăçлаççĕ. Ĕçченсем Пенси фончĕн управленине килекен кашни çынпа - уйрăм предпринимательсемпе, ĕç паракансемпе, пенсионерсемпе, ача амăшĕсемпе -кăмăллăн калаçаççĕ, ыйтусене уçăмлатаççĕ, кирлĕ пулăшу параççĕ.

    РФ Пенси фончĕн районти уйрăмĕнче маттур специалистсем тăрăшнине ỹсĕмсем çирĕплетеççĕ. 2013 çулхи кăтартусемпе федерацин Атăлçи округĕнче тата Чăваш Енре вĕсем "Чи лайăххи" ята тивĕçнĕ. Районти уйрăмра тăрăшакан Марина Шашкинана ЧР Сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министерствин, Надежда Юмановăпа Сергей Албутова ЧР Пенси фончĕн управленийĕн Хисеп грамотисемпе чысланă. Специалистсем уйрăмра чылайшар çул тăрăшаççĕ, вĕсем шаннă ĕçе яланах вăхăтра тата пахалăхлă пурнăçлаççĕ. Клиентсен ыйтăвĕсене те туллин тивĕçтереççĕ. Паянхи куна РФ Пенси фончĕн районти управленийĕн специалисчĕсем 8 пин пенсионерпа ĕçлеççĕ, 3 пин федераци льготникĕ шутра. 27 пин çыннăн ятарлă пенси счечĕсене йĕркелесе пыраççĕ. 337 страхлаканпа тата 515 предпринимательпе ĕçе лайăх йĕркеленĕ.

                                                                                                                                                                                                                               А.АНТОНОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика