07 июня 2014 г.
Хуçалăхсем нумай çул ỹсекен курăксене çулма тухнă. Типĕтсе утă хатĕрлеççĕ е сенажа хываççĕ. Выльăх-чĕрлĕх апатне вăхăтра хатĕрлемеллех, хĕл хырăмĕ тутă пулĕ.
Июнĕн 6-мĕшĕ тĕлне "Слава" хуçалăх 110 гектар нумай çул ỹсекен курăка çулнă, 72 тонна утă хатĕрленĕ. "Дружба" ЯХПК тата "Сюрбеево" ООО Канаш районĕнчи хуçалăхра курăк çулса утă хатĕрлеççĕ. Хальлĕхе Элпуçсем 170 гектар çулнă, 50 тонна утă хатĕр, "Сюрбеево" ООО 50 тонна хывнă. "Урожай" колхозра та ут çи вăй илсех пырать, вĕсем 120 гектар курăка çулнă, 180 тонна сенаж янтăланă. "Рассвет" ЯХПК та выльăх-чĕрлĕх валли 80 тонна сенаж хатĕрленĕ. "Родина" фермер хуçалăхĕнче 15 гектар курăк çулнă, 30 тонна утă хатĕр. "Трудра" - 80 гектар, "Алгара" 70 гектар нумай çул ỹсекен курăка çулса пăрахнă, çитес вăхăтра ăна пуçтарса кĕртеççĕ.
Ш.Зейнутдинов.
Источник: "Каçал Ен"