07 июня 2014 г.
Ял хуçалăх предприятийĕсенче - хĕрỹ ĕç вăхăчĕ. Кашни кунпа пĕлсе усă курни, ĕçе вăхăтра пурнăçлани темрен те пахарах. Хĕлле выльăх-чĕрлĕх те тутă пулĕ. Хуçалăхсенче çурхи культурăсене, нумай çул ỹсекен курăксене акнă, çĕр улмине, ытти пахча çимĕçе лартнă, вăл тухăçпа савăнтарасса кĕтетпĕр. Хĕвел хĕртни вара уй-хир культурисене пысăк сиен кỹни куç умĕнчех, хăш-пĕр уйсенче çитĕнекен тыр-пул 20 сантиметр çỹллĕш те ỹсеймен. Сăлтавĕ - нỹрĕк çитменни. Мĕн тумалла-ха, лару-тăруран мĕнле çаврăнса тухмалла?
- Ятарласа шыв сапни культурăсене çитĕнме пулăшĕ. Çак мелпе анлăрах та анлăрах усă курма пуçламалла. Уй-хире шăваракан хуçалăхсем сахал мар. Вĕсен тухăçĕ ỹсни те куç умĕнчех. "Слава картофелю" агрофирма çак мелпе 4-5 çул та усă курать. Ыттисен те вĕсен ĕç опычĕпе усă курмаллах. Уй-хир культурисене çитĕнтернĕ май, паллах, пурне те шута илмелле: лартасси, акасси, им-çамласси, апатлантарасси, çитĕнтересси, пухса кĕртесси, - пĕлтерчĕ пăшăрханса район администрацийĕн ял хуçалăх тата экологи пайĕн пуçлăхĕ Илдус Миннетуллин районта йĕркеленĕ уй кунĕнче.
Çулсеренех уй кунĕ ирттернин тĕп тĕллевĕ - хуçалăхсен ертỹçисемпе агрономĕсене пĕр-пĕрин паха опычĕпе паллаштарасси, çĕнĕлĕхе алла илесси, хумхантаракан ыйтусене йышпа сỹтсе явасси. Çак тĕллевпех ĕçлĕ ушкăн июнĕн 5-мĕшĕнче районти чылай хуçалăх уйĕсене çитсе курса хак пачĕ. Пурте ĕçлес, тухăç илес тесе тăрăшаççĕ, анчах та уй-хир культурисем кашни хирте тĕрлĕрен çитĕнеççĕ. Çакă чи малтанах çĕр пахалăхĕнчен килет, унтан - мĕнле вăрлăх акнипе ăна пăхнинчен. Сăмахран, Атласкинăн фермер хуçалăхĕнчи козлятник уйĕпе паллашнă май, агрономсем ăна çулма кая юлнине пĕлтерчĕç. Вăл чечеке ларнă, тунисем хытма та ĕлкĕрнĕ иккен. Минатуллинăн фермер хуçалăхĕнче рапс пысăк тухăçпа савăнтарассин шанчăкĕ сахал. Çак культурăна кăçал кунта 105 гектар çинче акнă. Вăл лайăх çитĕнсен, нỹрĕк пулсан 1 гектартан 20 центнер таран тухăç илмелле, "Слава картофелю" агрофирмăра илеççĕ те. Мĕншĕн тесен шăпах вĕсем уй-хир культурисене вăхăтра апатлантараççĕ, тĕрлĕ хурт-кăпшанкăран им-çам сапаççĕ, унпа пĕрлех шăрăх çанталăкра тыр-пул культурисене тата çĕр улмине шăвараççĕ. Çакна пурнăçлама вĕсем шыв сапакан "Валей", "Вестерн" ятарлă техника лартнă. Агрономсем вĕсене хăйсем курса хак пачĕç, шăварнă лаптăксенче ỹсекен культурăсемпе сапман хирте çитĕнекеннисем хушшинче уйрăмлăх пысăккине те палăртрĕç. Асăннă хуçалăхра сарă донник та аван çитĕннĕ, ăна выльăх апачĕ валли мар, ятарласа сидерат валли çитĕнтереççĕ, çĕршĕн паха удобрени вăл.
- Мелиораци мероприятийĕсем йĕркелени тухăçа ỹстерет. Çакна эпир çулсерен аван туятпăр. Çак тĕллевпех çĕр улми анисене кашни çулах шăваратпăр. Унсăр пуçне çанталăк условийĕсене кура епле ĕçлемелли те шутра. Сăмахран, кăçал çĕр улмине тарăн лартни аван, темле пулсассăн та аялта нỹрĕк пурах. Кăçал "иккĕмĕш çăкăра" районта 290 гектар çинче çитĕнтеретпĕр. Ытларах çĕр улмин "Ред Скарлетт", "Невский", "Арроу", "Импала" сорчĕсене лартрăмăр, пысăк тухăç илес тĕллевпе ĕçлетпĕр, - паллаштарчĕ агрофирмăн тĕп агрономĕ Алексей Викторович Селиванов.
"Турхан" ЯХПК та кỹршĕсен паха опычĕпе усă курас тесе, кăçал пуçласа сухан çитĕнекен уя шыв сапмалли "Одра" барабансене лартас тенĕ. Шыв сапмалли техникине илсе килсе лартнă-ха кунта, анчах та ăна виççĕмĕш кун ĕçе кĕртеймеççĕ иккен. Мелиораци техникин аренда хакĕ 100 пин тенкĕ ытла. Хуçалăхшăн ку самай укçа-тенкĕ. Кăçал 6 гектар çинче сухан лартнă, çум курăкран "Гуал-голд" гербицид сапни пулăшнă. 2,5 гектар çинче çитĕнекен севок йăранĕсем çиппе карса акнă тейĕн, таса та илемлĕ лараççĕ. Хуçалăхра кăçал тата 4 гектар çинче купăста çитĕнĕ.
- Çичĕ - тăхăр уйăх таран упранакан "Агрессор", "Фактор", "Старема" сортсем лартрăмăр. Калчисене хамăр çитĕнтернĕ, ăна ятарлă çурма механизациленĕ машинăпа лартрăмăр. Ĕçе 4 çын йĕркелесе пычĕ. Купăстана 2 хутчен шăварнă тата минераллă удобрени сапнă, - пĕлтерчĕ Николай Михайлов ертỹçĕ.
"Дубрава" ООО-ра нимĕç пăрçи çитĕнтереççĕ, шел, нỹрĕк çитменни уççăнах палăрать, вырăн-вырăн саралнă тата çỹллĕшĕ те пĕчĕкрех. "Кызыл сабанча" фермер хуçалăхĕнче выльăх апачĕ валли 73 гектар кукуруза акнă. Уйпа паллашнă май вăл аван çитĕннине палăртрĕç. Çак культурăна районти хуçалăхсем 700 гектар çинче çитĕнтереççĕ, сенаж тата силос валли хываççĕ.
Хайртдинов фермер хуçалăхăн уйĕсене элита вăрлăхсем акма тăрăшнă. Вĕсенчен пысăк тухăç илесси куç кĕретех. Сĕллĕн "Гербиа" вăрлăхĕ аван çитĕнет, çавăн пекех кĕрхи ыраш шăркара. Пăрçан "Венец" супер элита вăрлăхĕ те аван тухăçпа савăнтарасса шанаççĕ.
"Слава" ЯХПКра, "Искра" колхозра, "Родина" фермер хуçалăхĕнче çурхи культурăсен уйĕсемпе паллашрĕç, вĕсем мĕнле çитĕннине хакларĕç. Уй-хир культурисем çумăр пулсассăн аван вăй илсе каймалла. Хальлĕхе вĕсем вăтам çитĕнеççĕ тесе хакларĕç.
- Культурăсем нỹрĕк çитменрен вăй илеймеççĕ. Сăмахран, июнĕн 3-мĕшĕнче ЧР "Агро-Инновации" УКП специалисчĕсем районта ĕçлĕ визитпа пулчĕç. Вĕсем тĕрлĕ хуçалăхсене çитсе тăпрари нỹрĕк шайне тĕрĕслерĕç. Нỹрĕк шайĕ вăтамран 60 миллиметртан кая мар пулмалла. Тĕрĕслев хыççăн çакă паллă - кĕрхи культурăсен, нумай çул ỹсекен курăксен çĕр нỹрĕклĕхĕ 56-68 миллиметр, çурхи тыр-пулсен - 45-50. Çĕр улми анисен нỹрĕк шайĕ те пĕчĕк. Çумăр çăвасса кĕтиччен пахча çимĕç, çĕр улми анисене ятарласа шыв сапмаллах. Ку енĕпе районти хуçалăхсем тăрăшуллă теме çук-ха. Паянхи куна "Слава картофелю" агрофирмăра, "Комсомольские овощи" ООО-ра, "Дружба" ЯХПК-ра, Хайртдиновăн фермер хуçалăхĕнче мелиораци ĕçĕсене пурнăçлаççĕ, "Турханта" ĕçе паян-ыран йĕркелесе ямалла. Сăмахран, "Чăваш Республикин 2013-2020 çулсенче ял хуçалăхне аталантарасси тата хуçалăх продукцийĕн, чĕр-таварăн тата апат-çимĕç рынокне йĕркелесси" патшалăх программин "Чăваш Республикин ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрĕсенче мелиорацие аталантарасси" çумпрограмма Раççей Ял хуçалăх министерствин конкурсне ăнăçлă хутшăннипе ăна пурнăçлама федераци тата республика бюджечĕсенчен укçа-тенкĕ уйăраççĕ. Кăçал мелиораци техники туянма хуçалăхсене çурма хак таран субсидилеççĕ, апла пулсассăн пулăшупа тĕллевлĕ усă курмаллах. Мĕншĕн тесен кăçал çанталăк шăрăх пулмалла, хуçалăхсенче шăварас ĕçе йĕркелес, мелиораци техникине туянас тесе хыпаланни сисĕнмест-ха. Акнă тыр-пула, пахча çимĕçе çитĕнтерсе вăхăтра пуçтарса кĕртесчĕ. Тухăç илесси ытларах хамăртан килет, - пĕлтерчĕ Илдус Миннетуллин, уй кунне пĕтĕмлетнĕ май.
А.ЕФРЕМОВА.
Источник: "Каçал Ен"