АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ỹкерчĕксенче - асамлăх, чун пуянлăхĕ

04 июня 2014 г.

     Картинăсем çине пăхатăп та тĕлĕнетĕп, мĕн чухлĕ асамлăх, хăйне евĕрлĕх сăнарланнă вĕсенче. Çамрăк ỹнерçĕ, тин çеç ỹнер тĕнчине урипе пуснă хĕр, хăйĕн ỹкерчĕкĕсенче паянхи пурнăçа, çут çанталăка, тăван ене, çамрăк ачасене сăнлать. Пахча-çимĕçе, улма-çырлана - натюрморт - ỹкернĕ картинăсем те нумай. Çак илемлĕ те хăйне евĕрлĕ картинăсен авторĕ - Алла Зайцева. Хырай Ĕнел вăтам шкулĕнчен вĕренсе тухаканскерĕн районти "Çĕр тата çынсем" музейре пĕрремĕш выставки уçăлчĕ.

    Алла Зайцева - искусство шкулĕн ỹнер уйрăмĕн выпускникĕ. Вăл 4 çул вĕренмелли курса 3 çулта алла илнĕ. - Чăннипех те ỹкерме ăста хĕр ача. Çакна вăл хăйĕн ĕçĕсемпе çирĕплетет. Тĕлĕнмелле хитре картинăсем çырать Алла. Вĕрентнине ăша хывать. Паянхи выставкăра унăн ĕçĕсемпе туллин паллашма, вĕсене хаклама пултаратăр, - терĕ саламласа ỹнер уйрăмĕн педагогĕ Надежда Абдюшева. "Жизнь А" ятлă выставкăра çамрăк ỹнерçĕн 44 картинипе паллашма май пур. Кунта автор 14-17 çулсенче ỹкернĕ картинăсене кĕртнĕ. "5" паллăпа хỹтĕленĕ диплом ĕçне - "В гармонии с природой" ỹкерчĕке - куракансем уйрăмах пысăк хак пачĕç. Мана вара "Морозко", "В церкви", "Прекрасная Джаннет", "Грибник", "Первые художники" ỹкерчĕксем ытларах кăмăла кайрĕç. Искусство шкулĕн директорĕ Ферит Гибатдинов пухăннисене, Алла Зайцевăна выставка уçăлнă ятпа саламларĕ.

   - Пирĕн патăрта пухнă пĕлỹ - пуçламăшĕн пуçламăшĕ. Малашне эсир ăсталăха ỹстерсех пырăр, сирĕн пурнăçра тата нумай курав пултăр. Çакна тума сирĕн ăсталăх та, чăтăмлăх та çителĕклех, - терĕ вăл выпускниксене алла свидетельство панă май.

    Алла мĕн пĕчĕкренех алла хутпа кăранташ тытма юратнă, çырма вĕрениччен ỹкерме вĕреннĕ иккен вăл. Çак ăсталăх ашшĕ-амăшĕнчен мар, аслашшĕ-асламăшĕнчен куçнă хĕре. Алла пĕчĕклех асламăшĕпе пĕрле ларса ỹкернĕ, вăл унăн пĕрремĕш ỹкерчĕкĕсене хакланă. Асламăшĕ, Валентина Александровна Зайцева, мăнукĕн выставкине килсе курма ĕмĕтленет. Выставка июнĕн 24-мĕшĕччен ĕçлет. Çитсе курма васкăр!

                                                                                                                                                                                                                                    А.ЕФРЕМОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика