АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрмана кĕме чарнă

04 июня 2014 г.

     Çанталăк шăрăх тăнăран Чăваш Республикинче майăн 26-мĕшĕнчен пуçласа пушар тухасран сыхланас тĕллевпе ятарлă режим палăртнă. Çавна май район администрацийĕн пуçлăхĕ ятарлă хушу кăларнă. Унпа килĕшỹллĕн яваплă çынсене - Шăмăршă лесничествин Комсомольскинчи участок лесничине В.А. Егорова, Ирçе Çармăс участок лесничине В.И.Николаева ял çыннисемпе, организацисемпе предприятисен ĕçченĕсемпе калаçусем йĕркелеме, вăрманта пушар тухасран сыхланма, тимлĕ пулма, вăрман пушар хуралĕн службин ĕçне йĕркелеме сĕнет. Унпа пĕрлех вăрманта пушар тухас хăрушлăхăн лару-тăрăвĕпе вулакансене паллаштарни те аван.

     Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисен вăрманта пушар тухас пулсассăн вăхăтра кирлĕ техникăпа, ĕçченсемпе, тĕрлĕ хатĕр-хĕтĕрпе тивĕçтерме хатĕр пулмалла. Ял çыннисене вăрманта кăвайт чĕртме, хытă каяша, çỹп-çапа çунтарма юраманни пирки пĕлтермелле. Унпа пĕрлех çынсен вăрмана кĕме юрамасть тата автотранспортпа та унта кĕме чарнă. Çакна пĕтĕмпех вăрманта пушар тухассинчен сыхланас тĕлĕшпе йĕркелеççĕ.

      Енчен те вăрманта пушар тухни пирки информаци илсен районти 31-мĕш пушар чаçĕн начальникĕн С.А.Алексеевăн, Шăмăршă лесничествин Комсомольскинчи участок лесничийĕн В.А.Егоровăн, Ирçе Çармăс участок лесничийĕн В.И. Николаевăн ĕçе вăхăтра йĕркелеме вырăна çитмелле.

                                                                                                                                                                                                                                  Ю.МИТЮКОВ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика