АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕнен сĕчĕ чĕлхи вĕçĕнче

04 июня 2014 г.

     Петр Никифоровпа Олег Чишков "Асаново" ял хуçалăх производство кооперативĕнче вăй хураççĕ. Петр Ананьевич чылайранпа сĕт-çу фермин коллективне ертсе пырать, Олег Аркадьевич вара - пултаруллă механизатор.

     Районти ял хуçалăх предприятийĕсем хушшинче "Асаново" хуçалăхăн сĕт суса илессипе чи пысăк кăтарту. Паянхи кун вĕсем кашни ĕнерен вăтамран 25-шер килограмм сĕт сăваççĕ. "Пысăк сăвăмăн вăрттăнлăхĕ мĕнре-ши?" тесе ыйтсан ферма заведующийĕ çапла хуравларĕ:

     - Нимĕн вăрттăнлăхĕ те çук. Выльăха тулăх çитермелле, витаминлă, микроорганизмсемпе пуян апатпа тăрантармалла, юратса пăхмалла - çавă çеç. Паянхи кун хуçалăхра сăвакан 160 ĕне тытатпăр, талăкра тăватă пин ытла килограмм сĕт суса илетпĕр. Сĕт аван антарччăр тесе эпир ĕнесем валли яланах дробина, жмых туянатпăр. Ĕне кĕтĕвне çĕнетсех пымаллине те асра тытатпăр. 20 килограмран кая мар сĕт паракан ĕнесен пăрăвĕсене кăна пушмак туса кĕтĕве кĕртетпĕр.

     Заведующине ферма коллективне çамрăксем килменни шухăшлаттарать. Паянхи кун унта ĕçлекенсем чылайăшĕ пĕр ỹсĕмри çынсем иккен, тен çавăнпах пĕр-пĕрне лайăх ăнланса, килĕштерсе ĕçлеççĕ те пуль. Асанкассисене малашне те хастар ĕçлеме, ытти хуçалăхсене вара вĕсенчен юлмасăр малалла талпăнма сĕнес килет.

                                                                                                                                                                                                                             Л.ШУРЯШКИНА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика