04 июня 2014 г.
Июнĕн 24-мĕшĕнче районта Республика кунĕ пуласса кашниех пĕлет ĕнтĕ. Çак кун ирттерекен программăпа паллашас тĕллевпе район администрацийĕн культура секторĕнче тăрăшакан Нина Владимировна Антоновăпа тĕл пултăм. Вăл каласа панă тăрăх, мероприятисем июнĕн 23-мĕшĕнчех пуçланаççĕ, ытларах çак кун выставкăсем пулĕç.
Малтанах районти "Çĕр тата çынсем" халăх музейĕ умĕнче районсен ялавĕсемпе гербĕсен, каярах ỹнер ĕçĕсен выставкисем уçăлĕç. Кунта Чăваш Республикинчи художниксен союзĕн членĕсен М.Г.Григорян, В.А.Лукиянов, В.С.Васильев тата В.Х.Камальдинов ĕçĕсемпе паллашма май пулĕ. Каçхине тĕп сцена çинче Пĕтĕм Раççейри тĕрĕк халăхĕсен йăлана кĕнĕ "Урмай Залида" фестивалĕ пуçланĕ. Çак фестивале хутшăнма района çĕршывăн тĕрлĕ вырăнĕсенчен хăнасем килсе çитĕç. Фестивале кайса курайманнисем вĕсен пултарулăхне онлайн режимра хаклама пултарĕç, çĕнтерỹçĕсем тепĕр кун та тĕп сцена çинче халăхпа пĕрле пулĕç.
Республика кунĕнче районти культурăпа кану центрĕн территорийĕнче живопись мастер-класĕ, тĕп библиотека умĕнче В.Л.Немцев художникăн картинисен галерейи вырнаçĕç. Район администрацийĕ çурчĕ умĕнче ăстасен хули, алă ĕçĕсен выставки пулĕ. Çак кун, паллах, юрă-ташăсăр иртеймĕ. "Раççей пуласлăхĕ" - ачасен пултарулăх ушкăнĕ. Вăл "Шăпчăк сасси", "Карусель" тата "Сельский перепляс" смотр-конкурссен çĕнтерỹçисенчен йĕркеленнĕскер. Шăпăрлансене ача-пăча площадкинче çак ушкăн хавхалантарĕ. Районти тĕп площадьри сцена çинче "Раççей çăлкуçĕсем" уява уçĕç, пултаруллă ĕçченсене кунта парнесем парĕç, каярах "Раççей çăлкуçĕ" фестивале хутшăнакансем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарĕç.
Района туса хунăранпа 75 çул çитнĕ ятпа гимн тата гербсен конкурсĕ иртнĕччĕ. Конкурс пĕтĕмлетĕвĕсене эпир июнĕн 24-мĕшĕнче пĕлĕпĕр. Çавăн пекех ял тăрăхĕсен художество пултарулăх коллективĕсен смотр-конкурсĕн пĕтĕмлетĕвĕсемпе те çак кун паллашăпăр. Каярах ял тăрăхĕсен гала- тата "Кĕтне тăрăхĕ" концерчĕсем пулĕç. Шкулсенчен вĕренсе тухакансен парачĕ те тĕп сцена çинче иртĕ. Каçхине эстрада çăлтăрĕсен "Кĕтне кĕввисем" уяв концерчĕ пуçланĕ. Уяв пасар вырăнĕнче фейерверк янипе вĕçленĕ, çамрăксем дискотекăра савăнма пултарĕç.
А. ИСАЕВА.
Источник: "Каçал Ен"