АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Киле кĕрсен мĕн сас лайăх?

31 мая 2014 г.

    Ача-пăча сасси, кулли лайăх. Вĕсем пуртан пурнăç илемлĕ, телейлĕ. Майăн 28-мĕшĕнче район центрĕнче йĕркеленĕ уявра та ача-пăча сасси чĕрене çемçетрĕ. Уява Пĕтĕм тĕнчери ачасене хỹтĕлемелли куна халалларĕç. Ăна амăшĕн ăшшисĕр юлнă, халĕ çĕнĕ çемьере çитĕнекен ачасен тата вĕсен ашшĕ-амăшĕсен ячĕпе çулсеренех йĕркелеççĕ. Районти 57 çемьере, тăлăх е ашшĕ-амăшĕ пур çĕртех хỹтлĕхсĕр юлнă 81 ача çитĕнет. Вĕсем чăннипех те телейлĕ ачасем. Çумра чи çывăх çынсем, тус-тăван, юлташ пурри темрен те паха.

    - Эпир телейлĕ! - терĕç вĕсем пĕр харăссăн. Ачасем тĕрлĕ конкурссене хутшăнчĕç, вылярĕç, юрларĕç, асфальт çине пурăпа ỹкерчĕç.

     Искусство шкулĕн вĕренекенĕсем Анастасия Макаровăпа Татьяна Шакмакова уява килнĕ ачасен пичĕсене аква-гримпа илемлетрĕç. Çакна вĕсем пĕтĕмпех тỹлевсĕр йĕркелерĕç. Шăпăрлансем пĕрин хыççăн тепри черет тăчĕç, кăмăла каякан ỹкерчĕке суйласа илчĕç. Акă вăл - ачасен чăн-чăн уявĕ, хаваслă вăйă-кулли, телейĕ. Савăнăçлă уяв ячĕпе пухăннисене район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ И.Миннетуллин, ачасен правине хỹтĕлекен Чăваш Республикинчи уполномоченнăйĕн районти пулăшуçи В.Гаврилов, районти хĕрарăмсен совечĕн членĕ В.Тихонова, вĕренỹ пайĕн опекăпа попечительство секторĕн заведующийĕ Т.Галзанова ăшшăн саламларĕç, çирĕп сывлăх, телей, ăнăçу сунчĕç. Уява килнисем "Çĕр тата çынсем" музее çитсе курчĕç, выставкăпа паллашрĕç.

                                                                                                                                                                                                                                 А.МАРИЯН.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика