31 мая 2014 г.
Июнĕн 1-мĕшĕ - Пĕтĕм тĕнчери ачасене хỹтĕлемелли кун. РФ Конституцийĕн 38 статйипе килĕшỹллĕн, амăшлăх, ачалăх тата çемье патшалăх хỹттинче пулмалла. Çакна кура çул çитменнисен прависемпе ирĕкĕсене хỹтĕлесси, вĕсене преступлени çулĕ çине тăма хĕтĕртекенсенчен сыхласси, ачасене хирĕç тăвакан преступленисемпе кĕрешесси РФ Следстви комитечĕн чи приоритетлă ĕçĕсен шутне кĕреççĕ.
2013 çулта Патăрьелĕнчи районсем хушшинчи следстви уйрăмĕнче çул çитменнисем тĕлĕшпе 20 уголовлă ĕç пуçарнă. Ачасем вилнĕ тĕлĕшпе пуçарнă 5 уголовлă ĕçе суда ярса панă. Тĕлĕнмелле, паллах, аслисен аскăнлăхне пула пĕлтĕр 9 ача, кăçал 5 ача шар курнă. Телее, кун пек хурлăхлă ĕçсем Комсомольски районĕнче пулман.
2014 çулта çул çитменнисене хирĕç преступлени тунин 5 тĕслĕхĕпе уголовлă ĕç пуçарнă. Саккуна пăхăнманнисен явап тытма тиветех.
Тĕслĕхрен, Патăрьел районĕнче тĕп больницăн ача-пăча уйрăмĕн заведующине саккунпа айăпланă. Унăн тимсĕрлĕхне пула 6 уйăхри ача вилнĕ. Следстви палăртнă тăрăх, тухтăр больницăна илсе килнĕ ачана тивĕçлĕ пулăшу паман, ăна пăхма килĕшмен. Вăхăтра пулăшу паманнипе ача вилнĕ. Хĕрарăма условлă майпа айăпланă.
Çавăн пекех пĕлтĕр амăшĕсен айăпĕпе вилнĕ ачасем тĕлĕшпе те уголовлă ĕç пуçарнă. Сăмахран, Сăкăт ялĕнче пурăнакан 39 çулхи хĕрарăм тăватă уйăхри ачине пăтă çитернĕ чух тимсĕр пулнипе ача апатпа чыхăнса вилнĕ.
Çавăн пекех РФ Следстви комитечĕн следователĕсем çул çитменнисем тăвакан йывăр тата уйрăмах йывăр уголовлă ĕçсемпе те тимлеççĕ. Патшалăх ачалăха çыннăн пурнăçĕнчи пĕлтерĕшлĕ тапхăр тесе йышăнать, çавăнпа та ачасене лайăх аталанмалли майсем туса парасси - унăн тĕп тивĕçĕсенчен пĕри. Пĕтĕм тĕнчери ачасене хỹтĕлемелли кун шăпах çакăн çинчен аса илтерет те ĕнтĕ. Пурне те уяв ячĕпе саламлатпăр, ырлăх-сывлăх сунатпăр.
Р.ШАЙХАЛОВ.
Источник: "Каçал Ен"