31 мая 2014 г.
Районти искусство шкулĕнче пултаруллă та маттур педагогсем ĕçленине ачасен çитĕнĕвĕсем çирĕплетеççĕ. Унта хăйсен пĕлĕвне тĕрлĕ енлĕ аталантаракансем нумай конкурса, фестивале хутшăнса малти вырăнсене çĕнсе илеççĕ. Искусство шкулĕнче ачасем ташлама, ỹкерме, юрлама, тĕрлĕ инструментсемпе калама вĕренеççĕ. Акă, иртнĕ эрнере ỹнер тата музыка уйрăмĕсенче пĕлỹ пухакансемшĕн юлашки шăнкăрав янăрарĕ.
Музыка уйрăмĕн выпускникĕсем - Е.Зайцева, Т.Соловьева, Б.Айнетдинов - пухăннисене 7 çул мĕн вĕреннипе паллаштарчĕç, баянпа, фортепианăпа вылярĕç, юрларĕç. Л.Петрова, И.Спиридонова, Н.Ковшова педагогсем ачасене тарăн та паха пĕлỹ пама тăрăшни куç кĕрет. Любовь Петрова ачасене свидетельствăсемпе, ашшĕ-амăшĕсене Тав хучĕсемпе чысларĕ.
А.Акчурина, А.Албутова, А.Артюшкина, Р.Герасимова, А.Зайцева, К.Муравьева, Ю.Ятманова ỹнер уйрăмĕнчен вĕренсе тухнă май, хăйсен чи лайăх та паха ỹкерчĕкĕсемпе паллаштарчĕç. Çитес вăхăтра вара районти "Çĕр тата çынсем" музейре Алла Зайцева ỹкерчĕкĕсен выставки уçăлмалла. Выпускниксен çулĕ такăр пултăр, искусство шкулĕнче пĕлỹ илни професси суйласа илме пулăштăр.
А.ЕФРЕМОВА.
Источник: "Каçал Ен"