АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ирĕккĕн сутма чараççĕ

31 мая 2014 г.

    Пирус туртнине çын хăрушă пулăм пек хаклама пăрахнă. "Чылайăшĕ мăкăрлантарать, çав шутра хĕрсем те. Мĕн япăххи вара кунта?" - хỹтĕленме пăхать нумайăшĕ. Япăххи çыншăн мар, чĕлĕмĕ сывлăха сиен кỹрет. Пируспа туслашнă çынсен шутне чакарас, вĕсен сывлăхне çирĕплетес тĕлĕшпе юлашки вăхăтра патшалăх пĕлтерĕшлĕ утăмсем турĕ. Сăмахран, 2013 çулхи августăн 1-мĕшĕнчен çĕнĕ саккун вăя кĕчĕ. Унпа килĕшỹллĕн халăх йышлă пулакан вырăнсенче туртма чарчĕç. Йĕркене пăхăнманнисене административлă майпа явап тыттармалла турĕç. Анчах та пысăк улшăнусем пулмарĕç. Хăйсене унчченхи пекех ирĕклĕ туяççĕ туртакансем, ăçта май пур çавăнта йăсăрлантараççĕ. Ыттисем вара халĕ те тĕтĕм-сĕрĕм шăршипе чыхăнаççĕ. Асăрхаттарнин усси çукрах иккен.

    Çавна май кăçалхи июнĕн 1-мĕшĕнчен тата та çирĕпрех йĕрке пулĕ, çĕнĕ саккун вăя кĕрет. Малашне барсенче, ресторансенче, гостиницăсенче, общежитисенче, вăрăм çула çỹрекен поездсенче пачах туртма юрамасть. Обществăлла апатлану вырăнĕсенче туртнăшăн организацие - 90 пин тенкĕ, туртакана 1500 тенкĕ штраф параççĕ. Туртма юраманни çинчен пĕлтерекен паллăна çакманшăн та штраф виçи пысăк - 60 пин тенкĕ. Сигаретсене рекламăланăшăн уйрăм предпринимательсене - 25 пин тенкĕ, юридици сăпатĕнчисене 60 пин тенкĕ таран штрафлаççĕ. Унпа пĕрлех малашне магазин сентрисем çинче сигаретсем уççăнах выртмĕç, ăна туянас текенсене прайс-хутне кăна сĕнĕç. Киосксемпе палаткăсенче ăна сутма пачах чараççĕ.

                                                                                                                                                                                                                  А.АНТОНОВА хатĕрленĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика