АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Суя документсем хатĕрлеççĕ

31 мая 2014 г.

     Коммерциллĕ организацисене рейдерла тытса илессине хирĕçлес тĕлĕшпе Раççей Следстви комитечĕн ЧР следстви управленийĕ следстви ĕçĕсен пĕтĕмлетĕвĕсене тишкернĕ. Республикăра 2013-2014 çулсенче рейдерсем тĕлĕшпе 4 уголовлă ĕç пуçарнă, вĕсенчен 3-не суда ярса панă, 2-шĕ пирки айăплав приговорĕ йышăннă.

   Çынсем право сыхлавĕн органĕсенчен пулăшу ыйтнă тĕслĕхсемпе паллашнă хыççăн çеç рейдерсен ĕçне пỹлсе хума май килнĕ. Тепĕр чух çынсем Интернет урлă çеç хăйсен бизнесĕпе хуçа маррине пĕлеççĕ. Çакăн пек преступленисене организацисен учредительлĕ докуменчĕсене суя майпа хатĕрленипе тăваççĕ. Вĕсем налук органĕсене юридици сăпатсен пĕр пĕтĕм патшалăх реестрне (ЕГРЮЛ) суя документсене улшăнусем кĕртме тăратаççĕ. Хăш-пĕрисем бизнеса вăйпа, хăратса туртса илме те пултараççĕ.

    Тĕслĕхрен, Елчĕк район сучĕ предпринимателе, маларах Канаш хулинче пĕр суту-илỹ предприятийĕн директорĕнче ĕçленĕскере, РФ Уголовлă Кодексĕн 146 статйин "г" пункчĕн 3-мĕш пайĕпе, 170.1 тата 185.5 статйисен 1-мĕш пайĕсемпе айăпланă, 200 пин тенкĕлĕх штраф панă. Следстви тата суд палăртнă тăрăх, 2012 çулта вăл Комсомольскинче регистрациленнĕ управление саккуна пăхăнмасăр туртса илес тĕлĕшпе обществăн йышне хăйĕн пĕлĕшне вырнаçтарма суя хушу йышăннă, директор вырăнне çĕнĕ çынна лартма палăртнă, çапла майпа преступник суя директор урлă фирмăн тупăшне хăйне илме шутланă. Документсем налук службине çитсен çеç усал ĕç çиеле тухнă. Унсăр пуçне предприниматель хăй ертсе пыракан организаци ĕçĕнче "1С" тата "Microsoft" программăсен контрафактлă экземплярĕсемпе усă курнă. Çавна май программăсен хуçисене 760 пин тенкĕлĕх тă как кỹнĕ.

       Предпринимательсен прависене хỹтĕлес ĕç саккунпа килĕшỹллĕн пулса пырать.

                                                                                                                                                                                                                                   Л.ИВАНОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика