АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чи кирли - çамрăксем хăйсене, пĕлĕвне шанни, сывлăхне çирĕплетни

31 мая 2014 г.

    Иртнĕ эрнере районта Чăваш Республикин вĕренỹ тата çамрăксен политикин министрĕн çумĕ Светлана Владимировна Петрова пулчĕ. Вăл ĕçлĕ визит вăхăтĕнче ытларах пĕрлехи патшалăх экзаменĕсене, ачасен çуллахи канăвне йĕркелесси, çамрăк ăрăва сиенлĕ информацирен хỹтĕлесси çине пысăк тимлĕх уйăрчĕ. Педагогсемпе, вĕренекенсемпе тĕл пулнă май çак ыйтусене туллин çутатрĕ, çĕнĕлĕхсем пирки те каласа хăварчĕ.

    - Светлана Владимировна, ачасемшĕн яваплă тапхăр. Умра - пĕрлехи патшалăх экзаменĕсем. Республикăра ăна мĕнле йĕркелеççĕ, çĕнĕлĕхсем пур-и?

    - Тĕпрен илес пулсассăн, пĕрлехи патшалăх экзаменĕсем пирĕншĕн çĕнĕлĕх мар. Ас тăватăр пулĕ, пирĕн хутлăхра ăна пилот проекчĕпе килĕшỹллĕн пурнăçлама тытăннă. Çамрăксен пĕлĕвне çĕнĕлле хаклани ялти шкулсене пĕтерекенсемшĕн уйрăмах усса кайнă. Вĕсем хушшинче çĕршывăн ытти хулисенчи аслă шкулсене вĕренме кĕрекен йышланнă. Кăçал экзаменсене йĕркелеме 38 шкула суйласа илнĕ. Асăннă 38 пунктра кашнинчех сăнав камери вырнаçтарнă, ачасене тимĕр шыракан ятарлă хатĕрпе тĕрĕслесе кĕртеççĕ. Тĕрĕслев материалĕсене уйрăм служба экзамен пункчĕсене çитермелли схемăна çирĕплетнĕ. Республикăра математика тата вырăс чĕлхи предмечĕсемпе 7,1 пин ытла çын экзамен тытать, вĕсен йышĕнче иртнĕ çул экзамен парайманнисем те пур. ППЭ-не хутшăнакансем валли "хĕрỹ лини" 8 (8352) 57-21-60) уçнă, тематика сайчĕ те ĕçлет (www.ege21.ru). Кăçалхи ППЭсем "Эпир - тĕрĕс экзаменсемшĕн!" девизпа иртеççĕ. Çавна май республикăри 38 пунктра регионăн 150 сăнавçипе пĕрлех федерацин 40 тишкерỹçи те пулаççĕ. Унпа пĕрлех экзаменсем епле пынине волонтерсем тата общественноç сăнаса тăрать. Сăмах май, видеосăнав камеринче çапăннă материалсене 3 уйăх таран упрама палăртнă: иккĕленỹ сиксе тухсан тепĕр хут тишкерме май килĕ. Чи кирли вара вĕренекенсен хăйсен вăйне, пĕлĕвне шанмалла, хумханмалла мар.

     - Çуллахи каникул кунĕсем çитрĕç. Ачасен канăвне йĕркелеме лагерьсем хатĕр-и? - Республикăри шкулсен çумĕнчи - 438, хула çывăхĕнчи сывлăха çирĕплетмелли - 21, халăха социаллă пулăшу паракан учрежденисен çумĕнчи 28 лагерь, 6 санатори, палаткăллă 90 тата ĕçпе кану 78 лагерĕсем ачасене йышăнма хатĕр. Çавăн пекех ытти формăллă: экологи, спорт, туризм енĕпе тата 700 лагерь ĕçлĕ. Кăçалхи тĕллев - лагерьсенче канакансен йышне ỹстересси. Шкула çỹрекен ачасен 81,2 процентне лагерьсенче вырăнсемпе тивĕçтересшĕн. Ачасен сывлăхне çирĕплетме Чăваш Енри пур бюджетран 523 миллион та 968,7 пин тенкĕ тăкаклама палăртнă. Пĕлтĕрхинчен 4,6 процент нумайрах. Хула çумĕнчи лагерьсенче канмалли путевкăн вăтам хакĕ - 11748 тенкĕ. Вĕсенче пĕрремĕш сменăра пурĕ 4528 ача, шкул çумĕнчи лагерьсенче 30 пин ытла ача канса сывлăхне çирĕплетĕç. Унпа пĕрлех РФ Президенчĕн хушăвĕпе Чăваш Енри 67 ача Крымри кану лагерĕсенче тата 10 ача Евпаторире канĕç.

     - Çитĕнекен ăрăвăн сывлăхне çирĕплетмелли çине республика пысăк тимлĕх уйăрать, çав вăхăтрах ачасем Интернетпа усă курни пысăк сиен кỹрет. Лару-тăруран епле çаврăнса тухмалла-ши?

     - Тĕпчевçĕсем палăртнă тăрăх, Раççейре 8-10 çулхи ачасем пĕтĕмĕшле сетьпе 8-10 çултах усă курма тытăнаççĕ. Ачасен 80 проценчĕ Интернета кĕсье телефонĕпе е компьютер урлă кĕрет. Çамрăксем Интернетра кунсерен 5-8 сехет таран лараççĕ. Сăмахран, чылай ашшĕ-амăшĕ ывăлĕ е хĕрĕ мĕн тĕллевпе Интернетпа усă курнине те пĕлмест. Ачасем кирлĕ-кирлĕ мар информаципе паллашас хăрушлăх пысăк. Çавна май ачасен тĕлĕшпе тимлĕхе ỹстермелле, вĕсене тĕрĕслемелле, хăрушлăх кăларса тăратма пултаракан ыйтусене сỹтсе явмалла, ăнлантарса памалла. Ачасене сиен кỹрекен информацирен хỹтĕлесси - чи малтанах ашшĕ-амăшĕн тивĕçĕ.

      - Светлана Владимировна, калаçушăн тавах.

                                                                                                                                                                                                                                     А.ЕФРЕМОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика