АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Республика кунĕ çывхарса пырать

31 мая 2014 г.

     Чăваш халăхĕн тĕп уявĕ - Республика кунĕ - кунсерен çывăхрах та çывăхрах. Çак пысăк мероприятин пĕр пайĕ пирĕн районта пуласса вулакансем пĕлеççĕ ĕнтĕ. Çавна май райцентр сăн-сăпачĕ кунсерен улшăнса, илемленсе пынине те кашниех асăрхать, савăнать пуль.

    Майăн 28-мĕшĕнче Комсомольски районĕнче Республика кунне ирттерес енĕпе ĕçлекен йĕркелỹ комитечĕн черетлĕ ларăвĕ пулчĕ. Йĕркелỹ комитечĕн яваплă çыннисем тăван района тирпей-илем кỹрес енĕпе çывăх вăхăтра тумалли ĕçсене палăртрĕç. Культура, спорт енĕпе яваплисем уяв кунĕнче мĕнле мероприятисем пулассипе паллаштарчĕç. Çуркуннене тухнăранпа район администрацийĕ, организацисемпе предприятисем яла уяв сăнĕ кĕртес тесе тăрăшаççĕ. Унта та кунта çулсем, тротуарсем сараççĕ, чечексем лартаççĕ, картасене çĕнетеççĕ е сăрлаççĕ тата ытти те. Çапах умра тумалли ĕç чылай-ха. Вĕсене вара пурте пĕрле пĕр-пĕрне ăнланса, пĕр тĕллевпе тимлесен çеç пурнăçлама май пур. Кунта районта пурăнакансем хастар хутшăнни те вырăнлă. Пĕтĕмпех тăван тăрăхшăн, унăн пуласлăхĕшĕн-çке çак ĕçсем.

     Июнĕн 24-мĕшĕнче районта çĕнĕ пилĕк объект хута каймалла: Киров поселокĕнче фельдшерпа акушер пункчĕ, тăлăх ачасемпе авариллĕ çуртсенчен куçакансем валли 3 хутлă çурт. Çавăн пекех выльăх-чĕрлĕх ферми тата 2 суту-илỹ центрĕн строительстви вĕçленсе пы-рать. Культура мероприятийĕсен программи питĕ анлă. Икĕ сцена ĕçлĕ. Пĕрин çинче ял поселенийĕсен художество пултарулăх коллективĕсем тата "Раççей çăл куçĕсем" фестивале хутшăнакансем юрă-ташăпа савăнтарĕç. Талантлă ачасем паркри сценăна йышăнĕç.

     Çав кунах Чăваш Республикин "Агроинноваци" хысна учрежденийĕ Хир кунĕ йĕркелет. Унта хальхи техникăна курса тĕлĕнме, вĕсем епле ĕçленипе паллашма, агропромышленноç комплексĕнчи çĕнĕлĕхсем çинчен пĕлме май пулĕ. Ытти хыпарсемпе хаçатăн çитес номерĕсенче паллаштарса пырăпăр.

                                                                                                                                                                                                                               Л.ШУРЯШКИНА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика