АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хисепе чăннипех те тивĕçлĕ

28 мая 2014 г.

     Мĕн тери тĕлĕнмелле, маттур, пултаруллă хĕрарăмсем пур пирĕн хушăра. Вĕсем ачисемшĕн, тĕпренчĕкĕсемшĕн вутта кĕме те, шыва сикме те хатĕр. Çемье телейĕ, тăнăçлăхĕ те хĕрарăмран нумай килет мар-и вара. Çапла, анне, асанне, кукамай пур енлĕ хастар та вашават пулмалла.

    Çакăн пек çынсенчен пĕри - Асанкассинче пурăнакан Зоя Егоровна Калюкова. Вунă ача çуратса пурнăç çулĕ çине тăратнă вăл. Пысăк ушкăнăн çирĕп те паха йăласем пулнă, аслăраххисем кĕçĕннисене пăхнă, пĕчĕклех ĕç çумне çыпăçнă. Ултă ывăлĕнчен пиллĕкĕшĕ салтак пăттине çинĕ. Халĕ пурте çемйисемпе ача-пăча ỹстереççĕ. Тăватă хĕрĕ те пурнăçра хăйсен вырăнне тупнă - кашниех мăшăрлă. Зоя аппан -16 мăнук тата 1 кĕçĕн мăнук. Вăл яланах ырă, тирпейлĕ, ĕçчен анне пулнă, халĕ те çаплах. Яланах пепкесене юратнăскер, мăнуксем сахал тесе пăшăрханать.

     Зоя аппапа мăшăрĕ Виктор Константинович хăйсен ачисене тăван яла юратма вĕрентсе ỹстернĕ, çавăнпах та пулĕ виçĕ хĕрĕпе икĕ ывăлĕ çемйисемпе Асанкассинчех тĕпленнĕ, чаплă кил-çурт çавăрнă. Кĕçех тепĕр иккĕшĕ те çуралнă тăрăха яланлăха таврăнасшăн.

     Зоя Егоровна ĕмĕрĕпех колхозра вăй хунă. Ĕлĕкрех бригадăри хĕрарăмсем çавапа утă çулма чылайăн тухнă. "Зоя аппа, шап-шурă тумлăскер, яланах карта пуçĕнчеччĕ. Вăй-халĕпе тепĕр ар çынтан та ирттеретчĕ пулĕ", - аса илеççĕ пĕрле ĕçленисем. Вăл нихăçан та алă усса ларман, вăрмана çырла-кăмпана, утта çỹренĕ, пахча çимĕç пайĕсене çум курăкран тасатнă, çав вăхăтрах йышлă çемьене пăхса тăма пултарнă. Унăн шкулта вĕренекен ачисем яланах таса çи-пуçпа çỹренĕ. Пурнăçне ĕçре ирттернĕскер, халĕ те пушă ларасшăн мар, ун валли ĕç тупăнсах тăрать, выльăх-чĕрлĕх пăхать, çулла пахчаран тухма пĕлмест, хĕлле вара алсиш-чăлха çыхать.

     Юратса ỹстернĕ тĕпренчĕкĕсем халĕ хăйсен амăшне чунтан саваççĕ, хисеплеççĕ. Çакăнтан хакли мĕн пултăр ватă çыншăн - хунямăшĕн, кукамăшĕн, асламăшĕн. Кун çути кăтартнă ача-пăча пархатарне курса пурăнни Зоя аппана савăнăç кỹрет, пурнăçне илемлетет. "Анне - пирĕншĕн чи хаклă çын. Пире илемлĕ тĕнче курма пурнăç панă эсĕ. Тавах сана пуриншĕн те. Ĕмĕр-ĕмĕр пурăн пире савăнтарса", - теççĕ хĕрĕсемпе ывăлĕсем.

                                                                                                                                                                                                          О.КОПТАШКИНА, Е.ЯНДРОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика