28 мая 2014 г.
Санкт-Петербург хулинче Пĕтĕм тĕнчери экономика форумĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Архангельскпа Кострома облаçĕсемпе тата "СКОЛКОВО" Мускаври управлени шкулĕпе пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕçлемелли ĕç хутне алă пусса çирĕплетнĕ.
Майăн 23-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Санкт-Петербург хулинче Пĕтĕм тĕнчери экономика форумĕн пĕрлехи ларăвĕн ĕçне хутшăннă. Канашлура Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин тата чĕннĕ ют патшалăхсен пуçлăхĕсем, правительство ертỹçисем тухса калаçнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Форумра Архангельскпа Кострома облаçĕсен губернаторĕсемпе пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕçлемелли ĕç хутне алă пусса çирĕплетнĕ. Асăннă ĕç хучĕн тĕп тĕллевĕ - регионсенче социаллă экономикăн пур сферине те аталантарассинче витĕм кỹресси, пĕр-пĕрин пуян опычĕпе паллашса, регионсем хушшинчи килĕшĕве çирĕплетесси.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕпе Кострома облаçĕн губернаторĕ йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусене сỹтсе явнă. Кострома облаçĕн губернаторĕ Чăваш Ен опычĕ вĕсемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине каланă. "Эпир пĕлетпĕр, сирĕн регионта газ, çул-йĕрсене юсас ыйтăва пĕтĕмпех татса панă. Туризм пире кăсăклантарать. Пĕр иккĕленмесĕрех калатпăр, пурăнмалли çурт-йĕр тăвасси те, промышленноçпа машинăсем калăпласа кăларас ĕç те паха. Сирĕн республикăра юлашки çулсенче машинăсем тăвас тытăмра ĕç курăмлăн пурнăçланать", - тесе уйрăммăн па- лăртса каланă Кострома облаçĕн губернаторĕ. Архангельск облаçĕн губернаторĕ хăйĕн сăмахĕнче килĕшỹ туни бизнес-тытăма лайăх аталанма ирĕк парать,- тенĕ. "Асăннă ĕç хучĕ пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕçлессине çирĕплетет. Эпир сирĕн регионти Шупашкарти электроаппарат завочĕн ĕçĕ пирки пĕлетпĕр. Ял хуçалăхне, туризма, промышленноçа аталантарассипе регионсем хушшинчи çыхăну малашне витĕм кỹме пултарасса шансах тăратпăр",- тесе каланă Игорь Орлов. Чăваш Ен Пуçлăхĕ "СКОЛКОВО" Мускаври управлени шкулĕн ректорĕпе Андрей Шароновпа вĕренỹ тытăмĕнчи ыйтусем çинчен калаçу хускатнă. Чăваш Енпе "СКОЛКОВО" управлени шкулĕ пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕçлемелли ĕç хучĕпе килĕшỹллĕн, республика валли ятарлă квалификациллĕ специалистсем хатĕрлесе кăларасси пирки ĕçе йĕркелеме шантарать. Михаил Игнатьев Андрей Шаронова республикăра электротехника кластерĕ аван аталанса пынине каланă, республикăн тĕп капиталĕ çын ресурсĕсем пулнине пĕлтернĕ.
Аса илтеретпĕр: "СКОЛКОВО" Мускаври управлени шкулĕ Раççейри чи пысăк та пĕлтерĕшлĕ бизнес-шкул шутланать. Çак асăннă кун Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев "Энер Зэт" (ENERZ) ООО ушкăнăн акционерĕпе Борис Зингаревичпа тĕл пулнă. Чăваш Енри предприятисемпе ĕçлеме май пурри çинчен ыйтусене пăхса тухнă.
(ХАМĂР ИНФ.).
Источник: "Каçал Ен"