28 мая 2014 г.
Майăн 27-мĕшĕнче районти библиотекарьсем хăйсен професси уявне - Пĕтĕм Раççейри библиотека кунне - паллă турĕç. Районти тĕп библиотекăна пухăннă ĕçченсене Инна Ядрова директор ăшшăн саламларĕ, ĕçре çитĕнỹсем туса пыма çирĕп сывлăхпа ăнăçу сунчĕ, ял çыннисен культура шайне çĕклессишĕн тимленĕшĕн тав турĕ.
Комплектовани пайĕн ертỹçи Елена Савельева "Библиотекăна кĕнеке парнеле" акци пĕтĕмлетĕвĕсемпе паллаштарчĕ. Çак ыр кăмăллăх ĕç-пуçне 39 çын хутшăннă иккен, вĕсем вулавăша пĕр пин ытла кĕнеке парнеленĕ. Килте ахалех выртакан кăларăмсене библиотекăна пани вĕсене иккĕмĕш пурнăç парнелениех-çке. Уйрăмах нумай кĕнеке панисене Тав хучĕпе, парнесемпе чысларĕç.
Уява хутшăннисемшĕн библиотекăсен пурнăçне çутатакан презентацие кăтартни питĕ кăмăллă пулчĕ.
Л.ШУРЯШКИНА.
Источник: "Каçал Ен"