24 мая 2014 г.
Ытти çулхисенчи пекех, математика предмечĕпе кăçал пĕлтерĕшлĕ çĕнĕлĕхсем çук. Анчах та çакна каласа хăвармалла: В2 - процентлă задани хушăннă, планиметрипе çыхăннă С4 задание кăçал а, б пунктсем çине уйăрнă. Кунта геометри предметне лайăх пĕлни кирлĕ. Экзамен заданийĕсем икĕ пайран тăраççĕ. В пая 15 ĕç кĕртнĕ. Вĕсенчен малтанхи 10-шне кашни ача лайăх шутлама тивĕç. Çак пайри тата 5 задание профессие математика предмечĕпе çыхăнтарма тĕллев лартнă ачан çăмăллăнах шĕкĕлчеме пултармалла. Асăннă 5 задани тата С-ри 6 задани - иккĕмĕш пай.
С пайри 6 задачăна ачан бланк çинче шутласа кăтартмалла. С пайри задачăсене тĕрĕс шутланăшăн 18 балл таран параççĕ. Экзамен тытакансене çакна сĕнес килет: вăхăта усăсăр ан ирттерĕр, чи малтанах пĕлекен задачăсене шутлăр, тĕрĕслĕр, йăнăшсем ан тăвăр. Вăхăт юлсассăн ыттисене шутлама тытăнăр, хуравсене тупăр. Сирĕн тĕллев - нумайрах балл пухасси.
Н.СЕРЕБРОВА.
Источник: "Каçал Ен"