АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пушар тухас хăрушлăх пур

24 мая 2014 г.

     Çанталăк шăрăх тăнăран Чăваш Енре пушар тухас хăрушлăх пысăк. Çакна чи малтанах сывлăш температури кăнтăрла 30 градусран та ытларах пулнипе çирĕплетеççĕ. Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх - вăрман пушарĕсем уйрăмах 12 района сиен кỹме пултараççĕ: Улатăр, Патăрьел, Вăрнар, Йĕпреç, Канаш, Комсомольски, Хĕрлĕ Чутай, Пăрачкав, Шăмăршă, Çĕмĕрле, Елчĕк тата Тăвай районĕсене.

     Çавна май республикăра майăн 14-мĕшĕнчен вăрмана ирĕккĕн кĕрсе çỹреме чарнă. Вăрмансенче пушар тухассинчен вăхăтра сыхланас тĕлĕшпе районта майăн 22-мĕшĕнче "Вăрманти пушар" вĕренỹ йĕркеленĕ. Унта районти 31-мĕш пушар хуралĕн, васкавлă пулăшăвăн, "Чувашрегионгаз" АУО, вăрман хуралĕн, шалти ĕçсен пайĕн ĕçченĕсем хутшăннă. Кашниех хăйĕн тивĕçне пурнăçланă, чрезвычайлă лару-тăруран çаврăнса тухмалли майсене сỹтсе явнă. Чăваш Енре вăрман пушарĕн службин ĕçченĕсем МЧС тытăмĕнче вăй хуракансемпе пĕрле талăкĕпех дежурствăра тăраççĕ, пушар лару-тăрăвĕн монито-рингне ирттереççĕ, канакансем валли ăнлантару калаçăвĕсем йĕркелеççĕ. 48 вăрманлăхра ку енĕпе 80 специалист тăрăшать, 28 техникăпа тата пушар 26 вышкипе усă курать.

                                                                                                                                                                                                                                    А.МАРИЯН.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика