24 мая 2014 г.
Паян районта - юлашки шăнкăрав. 9-мĕш тата 11-мĕш классенчен вĕренсе тухакансен хĕрỹ тапхăр пуçланать. Умра - пĕрлехи патшалăх экзаменĕсем. Кăçал 11-мĕш класран 162 вĕренекен, 9-мĕш класран 322 ача вĕренсе тухать.
Чи малтан вунпĕрмĕшсемшĕн майăн 26-мĕшĕнче географи тата литература предмечĕсемпе ППЭ иртет. Тăххăрмĕшсем хими, литература, общество, информатика предмечĕсемпе пĕрлехи патшалăх экзаменĕсене майăн 28-мĕшĕнче тытаççĕ. Тата ытти экзаменра та ачасем хăйсен пĕлĕвĕсене тĕрĕслĕç.
А.АНТОНОВА.
Источник: "Каçал Ен"