АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пенсионерсем - спартакиадăра

21 мая 2014 г.

     Майăн 16-мĕшĕнче Йĕпреçре аслă çулхи çынсем хушшинче республикăри "Спортивное долголетие" 2-мĕш спартакиада иртрĕ. Унта пирĕн районти 60 çултан иртнĕ арçынсем, 55 çултан аслăрах хĕрарăмсем хутшăнчĕç. Вĕсем чупса, винтовкăран персе, сĕтел çинче теннисла, шахматла выляса, шывра ишсе ăмăртрĕç. Шел, эпир кашни ăмăртăвах хутшăнаймарăмăр. Пирĕн шахматла выляма пĕлекен хĕрарăм пулмарĕ, спорт аэробикипе те команда тăратаймарăмăр.

    Çăмăл атлетика ăмăртăвне Галина Ивановнăпа Анатолий Клементьевич Давыдовсем (Хирти Явăш), Вячеслав Всеволодович Скворцов (Юнтапа), Алексей Петрович Самаркин (Комсомольски), Зинаида Михайловна Алексеева (Тукай) хутшăнчĕç. Давыдовсем пĕрремĕшпе иккĕмĕш вырăнсене тухма пултарчĕç. Асăннă ăмăртура команда виççĕмĕш вырăна тухрĕ.

    А.П.Самаркинпа Л.Н.Симендеева шывра ишсе лайăх кăтартусемпе палăрчĕç. Галинăпа Анатолий Давыдовсем винтовкăран тĕл печĕç, иккĕмĕшпе тăваттăмĕш вырăнсене йышăнчĕç. Г.А Мамуткинапа А.Н.Артемьев сĕтел çи теннисла выляса вăй виçрĕç. Спартакиада хутăш эстафетăпа вĕçленчĕ. Командăри пур спортсмен та кашни ăмăртăва хутшăнса ăсталăхпа палăрчĕ. Эстафета чупнă май тĕрлĕ чăрмавсене парăнтармалла пулчĕ. З.М.Алексеева, В.В.Скворцов, Л.Н.Симендеева, А.К.Давыдов, В.И.Пундяков, А.П.Самаркин, Г.И.Давыдова ăмăртура ăсталăхпа палăрчĕç. Команда виççĕмĕш вырăна тухма пултарчĕ.

    Пенсионерсем хушшинче спартакиадăна кăçалхипе иккĕмĕш хут йĕркелерĕç. Анчах та эпир пур вăййа та хутшăнаймастпăр-ха. Спорт аэробикине пĕлменни ура хурать. Çавна май районта пенсионерсене валли аэробика секцийĕ уçсан лайăхчĕ те.

                                                                                                                                                                                                                             В.ПУНДЯКОВ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика