21 мая 2014 г.
Чăваш Республикинче пурăнакансенчен чылайăшĕ пĕрлехи патшалăх порталĕ урлă муниципаллă тата патшалăх пулăшăвĕсемпе çăмăллăнах усă курма май пурри пирки пĕлеççĕ. Вĕсемпе усă курас тесессĕн www.gosuslugi.ru порталта регистрациленмелле. Кайран хăвăра мĕнле пулăшу кирлине çеç суйласа илмелле, документсене хатĕрлемелле.
Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерстви сĕнекен пулăшусемпе те электрон мелпе усă курма май пур. Мĕнле документсем кирлине ЧР ШĔМĕн официаллă, сайтĕнче (21.mvd.ru), "Государственные услуги" пайра паллашма пулать. Çавăнтах "Электронное МВД" баннер та пур. Унпа усă курса компьютерпа заявлени çырма пулать. Çынсем Чăваш Республикинчи лицензи илме ирĕк паракан тата информаци центрĕ, ШĔМĕн ÇÇХПИ, дежурство чаçĕ кỹрекен пулăшусемпе усă курма пултараççĕ. ЧР ШĔМ кỹрекен патшалăх пулăшăвĕсемпе усă курасси пирки тĕплĕнрех çак телефон номерĕсемпе ыйтса пĕлме пулать: 8(8352) 24-11-52, 24-14- 22 (информаци центрĕ), 62-50-30 (çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕ), 24-11-63 (лицензи илме ирĕк паракан центр), 62-34-06 (дежурство чаçĕ).
Г.ЗАЙЦЕВА.
Источник: "Каçал Ен"