21 мая 2014 г.
Шкул ачисен умра яваплă вăхăт. Майăн 26-мĕшĕнче пĕрлехи патшалăх экзаменĕсем пуçланаççĕ. Ачасем географи тата литература предмечĕсене Канаш хулинче тытаççĕ. Раççей вĕренỹ асăрхавĕ кăçал экзаменсене мĕнле ирттермелли тата унăн кăтартăвĕсене тĕрĕслемелли йĕркене çирĕплетнĕ. Кăçал районти 164 вĕренекен ППЭ тытать. Вырăс чĕлхи, математика, обществознани, хими предмечĕсен экзаменĕсем Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче иртеççĕ.
Акă, Шупашкар хулин 10-мĕш шкулĕнче математикăпа сăнав экзаменне йĕркелерĕç. Ачасем чылай çĕнĕлĕхпе паллашрĕç. Кăçал пуçласа ачасене ятарлă металлодетекторсемпе тĕрĕслесе кĕртрĕç. Ытти экзаменсене те çак йĕркепе ирттереççĕ.
Экзамен иртекен аудиторие 15 ачана кĕртеççĕ. Вĕсем ларакан пỹлĕмсенче видеокамерăсем вырнаçтарнă. Енчен те экзамен вăхăтĕнче тĕрлĕ сăлтава пула аудиторинчи видеокамерăсем ĕçлеме пăрахсан, унта ППЭ чарса лартаççĕ, ачасене урăх кун экзамен тытма майсем туса параççĕ. Вĕренекенсем аудиторирен тухма тата ППЭ пыракан пункт тăрăх тĕрĕслеве йĕркелекенсенчен пĕринпе кăна çỹреме пултараççĕ.
Вырăс чĕлхипе тата математикăпа çырнă экзаменсен кăтартăвĕсене 12-13 кунран пĕлме пулать.
Асăннă предметсемпе тытнă экзаменсенче кирлĕ чухлĕ балл пухаймасăр "2" паллă илсессĕн, вĕренекен çитес çул анчах çирĕплетнĕ йĕркепе экзамен тытаять. Енчен те пĕр предмечĕпе "2" пулсассăн, вĕренекен кăçалах резерв кунĕнче тепĕр хут экзамен çыраять. Экзамен хаклавĕпе килĕшменнисен ятарлă комиссие аппеляци пама та ирĕк пур. Унпа пĕрлех вĕренекенсем кăçал пирвайхи хут хăйне евĕрлĕ анкета тултарма пултараççĕ. Сĕнỹсемпе йĕркене пăснине шăпах çак анкетăра кăтартма май пур.
Тепĕр çĕнĕлĕх вăл - экзаменсенче пулмалли заданисен 40 процентне Чăваш Енри ЦНОТ (центр новых образовательных технологий) сайтĕнче вырнаçтарнă. Вĕсемпе ачасем паллашма пултараççĕ. Çавăн пекех кăçалхи экзаменсем "Эпир тĕрĕс экзаменсемшĕн!" девизпа иртеççĕ. Чăван Енри экзамен йĕркелекен кашни пунктра ЧР Вĕренỹ асăрхавĕн, Вĕренỹ тата çамрăксен политикин министерствин представителĕсем пулаççĕ. Унсăр пуçне экзаменсем иртекен вырăнсенче волонтерсем ĕçлеççĕ, вĕсене Раççейри вĕренỹ асăрхавĕ ятарласа çирĕплетнĕ. Районти вĕренекенсем экзаменсене ăнăçлă тытасса шанатпăр. Йĕрке çирĕппинчен хăрама кирлĕ мар. Палăртнă кун хăвăрпа пĕрле паспорт, ручка, шыв, шăккалат илме ан манăр. Ăнăçу сунатпăр сире!
Л.АНТОНОВА.
Источник: "Каçал Ен"