21 мая 2014 г.
Районти ял хуçалăх предприятийĕсенче çак кунсенче çĕр улми лартас ĕçе вĕçлеме палăртнă. Майăн 20-мĕшĕ тĕлне пурĕ 1030 гектар çинче "иккĕмĕш çăкăр" лартнă. Ку ĕçе уйрăмах "Рассвет", "Дружба" ЯХПК-сем, "Çĕр улмие мухтав" агрофирма, "Комсомольские овощи" ООО, "Урожай" колхоз аван йĕркеленĕ, хăшĕсем ĕçе вĕçленĕ те.
Чылай хуçалăх кĕрхи тата çурхи пĕрчĕллĕ культурăсем акнă лаптăксене çум курăкран пестицидсемпе гербицидсем сапма пикеннĕ. "Труд", "Восток" хуçалăхсенче çак ĕçе 300 ытла гектар çинче пурнăçланă. "Заряра" - 230 гектар, "Лучра" - 250 гектар, Минатуллинăн тата "Кызыл сабанча" фермер хуçалăхĕсенче 100 ытла гектар çине им-çам сапнă.
Пĕр çул ỹсекен курăксене вăхăтра акса хăварас енĕпе те тăрăшса ĕçлеççĕ. Ытлари кун тĕлне çак ĕçе 1714 гектар çинче пурнăçланă. Ку енĕпе уйрăмах "Слава", "Труд", "Заря" хуçалăхсем, "Урожай, "Искра" колхозсем, "Дубовка" ООО, "Кызыл сабанча" фермер хуçалăхĕ аван ĕçлет.
Чылай хуçалăх кăçал кукуруза акнă. Атласкинăн фермер хуçалăхĕнче асăннă культурăна 100 гектар çинче çитĕнтересшĕн. "Слава", "Дружба" ЯХПК-сенче 50-шар гектар, "Искра" колхозра - 60 гектар, "Рассвет" хуçалăхра тата "Кызыл сабанча" фермер хуçалăхĕнче 20 ытла гектар кукуруза акнă.
Ш.ЗЕЙНУТДИНОВ.
Источник: "Каçал Ен"