21 мая 2014 г.
Майăн 19-мĕшĕнче Комсомольски вăрман уçланкинче çамрăк армеецсен "Зарница" тата "Орленок" çарпа спорт вăййисем пуçланчĕç. Кăçалхипе вăл 46-мĕш хут иртет. Темĕнле йывăр лару-тăру пулнă пулсассăн та районта ăна кашни çулах йĕркеленĕ, вĕренекенсене пĕр йыша пухнă. Шăпах çак вăйăсем çамрăксен сывлăхне, вĕсен туслăхне çирĕплетеççĕ, çар пĕлĕвне ỹстереççĕ. Çак виçĕ кун вĕренекенсемшĕн яланах пысăк уявпа танлашать. Кăвайт çине хуран çакса апат пĕçерни, палаткăсенче çĕр каçни, ушкăнпа пухăнса калаçни, конкурссене хутшăнни, туссемпе паллашни ĕмĕрлĕхех асра юлать.
Мероприятие район администрацийĕн пуçлăхĕ Михаил Афанасьев, Чăваш Республикин çар комиссариачĕн Комсомольски тата Елчĕк районĕсенчи уйрăмĕн начальникĕ Сергей Данилов, район администрацийĕн вĕренỹ пайĕн начальникĕ Николай Максимов, спорт тата çамрăксен ĕçĕсен секторĕн заведующийĕ Юрий Боровков, шкул директорĕсемпе вĕрентекенсем хутшăнчĕç. Тупăшусенче кашниех ăнăçусем суннă май вĕсем çак виçĕ кунхи тĕрĕслев ачасемшĕн пурнăç урокĕ пулнине, спортпа пиçĕхсе ỹсни йĕкĕтсене малашне çар ретне тăрсан пулăшса пырасса палăртрĕç.
Пĕрремĕш кунхинех вĕренекенсем стройпа утса ăмăртрĕç. Жюри членĕсем вĕсем ушкăнпа мĕнле утма пĕлнине, командăсене тĕрĕс пурнăçланине хакларĕç. "Зарница" тата "Орленок" вăййисене хутшăнакансен нумай-нумай конкурсра пĕлĕвĕсене кăтартмалла, тĕрлĕ чăрмавсене çĕнтермелле. Паян, майăн 21-мĕшĕнче, чи маттуррисене палăртаççĕ. Вĕсем район чысне республика шайĕнче хỹтĕлĕç.
А.ЕФРЕМОВА.
Источник: "Каçал Ен"