17 мая 2014 г.
Тасамарлăх пирки нумай калаçатпăр, çыратпăр, вăрçăнатпăр та... Пур-пĕрех тавралăха тирпейлеме вĕренсе çитейместпĕр-ха. Пурăнакан вырăна тасататпăр-ха эпир, ытти вырăнта вара чыссăрлăх хуçаланать. Вăрмана канма каятпăр - çỹп-çапне çаплах хăваратпăр, унсăр пуçне унта ятарласа кайса тăкакансем те сахал мар. Çакна вăрманта выртакан ăпăр-тапăр куписем çирĕплетеççĕ. Эпир тавралăха сиенлетпĕр вĕт! Мĕн тăватпăр-ха? Çут çанталăка вараласан малашне мĕнле пурăнăпăр? Килте пухăннă хытă каяшсен хутаççисене пĕрле йăтса тухатпăр та, ăçта май килет çавăнта вирхĕнтеретпĕр.
Çапла пĕр пĕлĕшĕм хăй курнине тĕлĕнсех каласа пачĕ. "Пĕр хĕрарăм кашни ирех ĕçе пакетпа кайма тухать, çула май пакета ятарлă контейнера мар, "Кĕтне" ФСК патĕнчи подстанци çумне вăркăнтарса хăварать. Пĕрре асăрхарăм, иккĕ, виççĕмĕшĕнче те çавăнтах хăварчĕ пакета. Тĕлĕнетĕп çынсенчен, мĕн тери чыссăрланса çитрĕмĕр вĕт", - тет вăл пăшăрханса. Çул айккипе, çынсем çỹрекен улах вырăнсене утса тĕрĕслес пулсассăн - пĕр машинăлăх ăпăр-тапăр пуçтарма пулатех. Мĕн хăтланатпăр-ха? Тавралăха хамăр варалатпăр. Ял тăрăхĕсенче ятарлă контейнерсем лартса панă, унсăр пуçне хăш-пĕр ялсенче машина е трактор çỹрет. Унта тухса пăрахма йывăр-ши пире? Пĕр-пĕр кĕтессе вирхĕнтерсен аванрах иккен. Килти кирлĕ-кирлĕ мар япаласене пуçтарса çырма-çатрана кайса тăкма та хал çитеретпĕр, намăсланмастпăр. Унта çын курмасть тетпĕр-ши?
Ялсенче çеç мар, район центрĕнче те тирпейлĕх çук. Лартса панă контейнерсем тулса каяççĕ те вĕсен тавра айккине пăрахса тултараççĕ. Вăл çеç те мар, пасар территорийĕнче тирпейсĕр пулни шалт тĕлĕнтерет. Пасар территорийĕшĕн яваплă çынсем кирлĕ мар хутсене пуçтарма ятарлă контейнерсем лартса парайманни чăннипех те килĕшỹсĕр. Ăпăр-тапăра пасар кĕтессине пуçтараççĕ те, тавралăхĕпех саланаççĕ хут курупкасем, çăтăр-çăтăр пакетсем... Кирлех пулсан апат шыраса йыттисем те "салатма" пулăшаççĕ. Пасар территорийĕнчи тавралăха тĕрлĕ тĕслĕ пакетсемпе хутсем "илем кỹреççĕ". Инçетрен вĕл-вĕл тусах вĕçеççĕ хайхисем. Уй-хирĕпех сарăлнă вăл. Çакна камăн пуçтарса тирпейлемелле-ши? Суту-илỹ тăвакансене ĕç вĕçленĕ хыççăн ĕçе явăçтармалла-ши е пасар хуçисен территорие тирпей-илем кĕртмелле? Кунта сутă тунăшăн пуçтарăннă укçа-тенкĕпе те ятарлă çын тытма, тирпейлеме пулать те вĕт. Çивĕч ыйтăвăн хуравĕ пулмаллах, июнь уйăхĕнче районта Республика кунĕ йĕркелес тетпĕр. Пур çĕрте те тирпейлĕх хуçаланни килĕшỹллĕрех те илемлĕрех пулĕ. Апла пулсассăн ĕçе пуçăнма вăхăт!
КĔТНЕ КĔЛПУКĔ.
Источник: "Каçал Ен"