АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕнесем кĕтĕве тухнă

17 мая 2014 г.

   Çанталăк ăшăтрĕ, выльăх-чĕрлĕх уй-хире тухма пуçларĕ. Районти 24 ял хуçалăх кооперативĕпе фермер хуçалăхĕнчен чылайăшĕ ĕне кĕтĕвĕсене хире кăларнă та. Майăн 8-мĕшĕ тĕлне "Алга", "Асаново", "Восток", "Луч", "Победа", "Труд" ЯХПК-сен, "Кызыл сабанча", Минатуллинăн фермер хуçалăхĕсен, "Сюрбеево" ООО кĕтĕвĕсем уйра çỹренĕ.

   "Труд" хуçалăхра И.Тагиров, Д.Волков, А.Волков, А.Никифоров кĕтỹçĕре тăрăшаççĕ. Выльăх-чĕрлĕхе апатланма, шыв ĕçме ятарлă вырăнсем уйăрнă. Ветеринари тухтăрĕ Рифкат Минуллин, ферма заведующийĕ Минадий Хуснетдинов выльăх-чĕрлĕхшĕн яваплă. Хальлĕхе районта кашни ĕнерен талăкра вăтамран 15,3 килограмм сĕт сăваççĕ. Выльăх-чĕрлĕхе кĕтĕве кăларнă хыççăн симĕс курăк çитерни сăвăма ỹстеретех.

                                                                                                                                                                                                                     К.ГИМАЛЬДИНОВ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика