АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Саптак атти тăхăнаççĕ

17 мая 2014 г.

    Чăваш Республикин çар комиссариачĕн Елчĕк тата Комсомольски районĕсенчи пайĕ кăçалхи çурхи призывра 100 качча çара яма палăртнă. Пĕрремĕш ушкăн майăн 13-мĕшĕнче çула тухрĕ. Салтак атти тăхăнма хатĕр 11 каччăна тус-тăванĕсем, юлташĕсем салтака ăсатрĕç. Районти çар комиссариачĕ умĕнче юрласа-ташласа савăнакансем те, куççульленекенсем те пулчĕç. Тукай ял тăрăхĕнчен килекен каччăсем урампа саркаланса утса купăс каласах салтак юрри шăрантарчĕç. Çара каякансен чунĕ хурланать пулин те, çирĕпскерсем ăна кăтартмаççĕ. Çĕршыва хỹтĕлемеллине, çар тивĕçĕсене пурнăçламаллине лайăх пĕлеççĕ.

    ЧР çар комиссариачĕн Елчĕк тата Комсомольски районĕсенчи пайĕн начальникĕ Сергей Данилов каччăсене çар тивĕçĕсене туллин пурнăçлама сунчĕ, хăйсене лайăх енчен çеç кăтартмаллине каларĕ. Çар ретне тăракансене пырса тивекен кăçалхи çĕнĕлĕхсемпе те паллаштарса хăварчĕ. Вĕсене Канаш хулинчи çар пунктĕнче тумпа, атă-пушмакпа пĕтĕмпех тивĕçтереççĕ, электрон картта, гигиенăра усă курмалли хатĕрсем параççĕ. Телейлĕ çул сунатпăр сире, яшсем!

                                                                                                                                                                                                                                      А.АНТОНОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика