АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Новый взгляд" конкурс

14 мая 2014 г.

     Пĕтĕм Раççейри социаллă рекламăсен "Новый взгляд" 5-мĕш юбилейлă уçă конкурсĕ старт илнĕ. Йĕркелỹçи - регионсем хушшинчи "Мир молодежи" обществăлла фонд. Çамрăксен гражданла пултарулăхне тата вăй-хăватне аталантарас проекта пурнăçа кĕртессипе ĕçлеççĕ. Конкурс çамрăксем вăл е ку кăткăс ыйтусене татса пама, вĕсене пурнăçа кĕртме, обществăри çитменлĕхсемпе кĕрешессине тỹпе хывма пултарччăр текен тĕллевпе ĕçлет.

     Раççей Федерацийĕн 14 çултан пуçласа 30 çула çитнĕ гражданĕсем тата Никама пăхăнман çĕршывсенче пурăнакан çамрăксем конкурса хутшăнма пултараççĕ. Конкурс икĕ номинаципе - социаллă проект тата социаллă видеоролик - иртет. Темăсем социаллă тата обществăлла çивĕч ыйтусемпе çыхăннă. Унта укçасăрах хутшăнма пулать. Конкурса хутшăнакансен регионта конкурс оргкомитетне 2014 çулхи июнĕн 11-мĕшĕччен документсене - автор (авторсен ушкăнĕ) алă пусни; конкурса хутшăнас текенĕн электронлă заявки (диск çинче); авторăн (авторсен ушкăнĕн) тĕрлĕ тĕслĕ сăн ỹкерчĕкĕ; техника ыйтăвĕсемпе хатĕрленĕ конкурс ĕçĕ - çак адреспа ярса памалла: (БОУ ЧР ДО "Центр молодежных инициатив" Минобразования Чувашии, пр. М.Горького, д. 5, каб. 5).

      http:// твойконкурс.рф/ сайта кĕрсе информаципе тĕплĕнрех паллашма пулать. Чи лайăх конкурс ĕçĕсемпе массăллă информаци хатĕрĕсенче, Интернетра паллашма пулать, рекламăна хула урамĕсенче, вĕренỹ учрежденийĕсенче тата çамрăксем канакан вырăнсенче сарма пултараççĕ.

     ПĔЛМЕ: çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче пурăнакан талантлă ачасене хумхантаракан ыйтусем çинчен каласа пама май туса парас енĕпе 2009 çулта конкурса пĕрремĕш хут ирттернĕ. Паянхи кун "Новый взгляд" конкурс социаллă рекламăри çамрăксен пысăк проекчĕ пулса тăрать. Ĕçлеме пуçланăранпа конкурса 20 пин ытла ĕç тăратнă, 250 чи лайăх плаката тата видеороликсене наградăланă. 2013 çулта Чăваш Енрен конкурса 4 ĕç тăратнă, "социаллă видеоролик" номинацире пĕри çĕнтернĕ.

                                                                                                                                                     Чăваш Республикин Вĕренỹ тата çамрăксен политикин министерстви.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика