14 мая 2014 г.
Районти уйрăм хуçалăхсенчи тракторсемпе прицепсене тата ытти техника хатĕрĕсене тĕрĕслес тĕлĕшпе "Частник" операци иртет. Кăçал ăна май уйăхĕн 8-25-мĕшĕсенче йĕркелетпĕр. Операци вăхăтĕнче уйрăм çынсем хăйсен техника хатĕрĕсене патшалăх тĕрĕслевĕ витĕр кăларнипе кăларманнине, трактористсен кирлĕ категориллĕ удостоверенисем пуррипе çуккине тĕрĕслетпĕр.
Палăртмалла: районти техника хатĕрĕсен 46 проценчĕ уйрăм çынсен аллинче, пурĕ 512 единица. Пĕлтĕр уйрăм çынсем 204 трактора тата 64 трактор прицепне техника тĕрĕслевĕ витĕр кăларнă. Асанкасси, Хирти Сĕнтĕр, Урмаел, Шурут ял тăрăхĕсенче пурăнакансем патшалăх тĕрĕслевĕ çине пысăк тимлĕх уйăрманни палăрать. Хăшĕ-пĕрисем техникăна регистрацилемен. Саккунпа килĕшỹллĕн вара тракторсене тата ытти хатĕрсене 10 кунра регистрацилемелле е "Транзит" паллăна патшалăх техника надзорĕн инспекцийĕнче регистрацилемелле. Саккуна пăхăнмасассăн граждансене административлă йĕркепе 1500 - 2000 тенкĕ, должноçрисене - 2000-3500 тенкĕ, юридици сăпатĕнчисене 5000 - 10000 тенкĕлĕх штрафлаççĕ. Апла пулсассăн йĕркене пăсмалла мар, палăртнине вăхăтра пурнăçламалла.
С.КОКАРЕВ.
Источник: "Каçал Ен"