08 мая 2014 г.
Вĕсем ташша тухсан залра ларакансем тăвăллăн алă çупмасăр чăтаймаççĕ. Кашни ташши килĕшỹллĕ те çыпăçуллă. "Островок" ушкăн хăйĕн пултарулăхĕпе район çыннисене çеç мар, республикăра, унăн тулашĕнче, ют çĕршывра пурăнакансене пĕрре мар тыткăнланă. Ушкăнри хĕрачасем - вун-вун конкурс, фестиваль çĕнтерỹçисем, дипломанчĕсем. Татьяна Евтихиевна Иванова хореограф ачасене мĕн пĕчĕкрен ташă вăрттăнлăхĕсемпе паллаштарать, кашни хусканăва килĕшỹллĕ пурнăçлама вĕрентет.
Татьяна Евтихиевна вĕренекенĕсем - маттур та пултаруллă ташăçăсем. Çакна вĕсем апрелĕн 29-мĕшĕнче ташă кунĕнче сцена çине тухса тепĕр хутчен çирĕплетрĕç. Пĕчĕккисем те, аслăраххисем те пĕрин хыççăн тепри хавас ташă парнелерĕç. Ачасем чăваш, вырăс, еврей, китай, ирланди тата ытти халăх ташшисемпе савăнтарчĕç. Искусство шкулĕнче пĕлỹ пухакан Ксения Гришина, Александра Сушенцева савăк юрăсем шăрантарчĕç. Влад Суратов, Альберт Галкин гитара каларĕç.
Концерт программи пуянни ачасем çав тери пултаруллă, маттур пулнине çирĕплетет. Апла пулсассăн вĕсене ертсе пыракан специалистсем - Татьяна Иванова хореограф, Ираида Спиридонова - чăннипех те паха опытлă ĕçченсем пулнине çирĕплетет. Шел пулин те, ташăçăсемпе юрăçсем хушшинче арçын ачасем çук. Арçын ачасем сцена çине тухма вăтанаççĕ-ши? Хĕрсемпе каччăсен ташши çав тери илемлĕ пулмалла та...
А.АНТОНОВА.
Источник: "Каçал Ен"