08 мая 2014 г.
Ялта пурăнакансем пĕр-пĕрне паллаççĕ. Çĕнĕ Каçал пек пĕчĕк ялта вара пĕр пысăк çемье пек пурăнаççĕ тесен те йăнăшах пулмĕ. Çаплине çапла та, анчах та çынпа калаçмасăр унăн пурнăçне, кун-çулне пĕлсе пĕтерме çук. Эпĕ те, çак ялти Шашкинсем патне кĕрсе курман пулсан, кил хуçи арăмĕ Ольга Александровна вун-вун хутчен юн панине пĕлместĕм те. 1979 çулта панă "Донор СССР" II степеньлĕ значокĕн удостоверенийĕнче вăл 40 хутчен юн пани çинчен çырнă. Чылай çул район больницин инфекци уйрăмĕнче санитаркăра ĕçленĕскерĕн унтан та ытларах çав пархатарлă утăма тума тивнĕ пулĕ. Пайта курасшăн мар, çĕр варринче йывăр чирлĕ е аманнă çынна илсе килсен больница ĕçченĕсем вĕсене пулăшма пынă. Юн ушкăнĕ тивĕçтерсен вĕсенчен илнĕ. Миçе çынна çăлса хăварма, ура çине тăратма пулăшнă тăр вăл. Халĕ вара хăй вырăнпах выртать. Вăл - иккĕмĕш ушкăн инваличĕ. Мăшăрĕпе иккĕшĕ çеç пурăннă пирки упăшкин, Виталий Николаевичăн, пăхса тăмалла. Куншăн пĕрре те ỹпкелешмест арçын. Ара, вĕсем шăкăл-шăкăл калаçса, килĕштерсе, пĕр-пĕрне ăнланса 52 çул пурăнаççĕ. Анчах та арăмĕ йывăр чирлесе ỹкни ăна пăшăрхантармасăр тăмасть паллах.
Виталий Николаевича та, Ольга Александровнăна та вăрçă ачисем тесе каламалла. Нимĕç фашисчĕсем Совет çĕрне тапăнса кĕнĕ вăхăтра арçын ача - 3, хĕрача 5 çулта çеç пулнă. Ульха аппан (вăл Çĕнĕ Шăхран хĕрĕ пулнă) ашшĕ çапăçу хирĕнчен таврăнайман. Витали тетен ашшĕ те киле йывăр аманса таврăннă. "Хăрах алăсăр, хăрах купарчасăрччĕ вăл", - аса илет Виталий Николаевич.
Çак кунсенче Аслă çĕнтерỹ пулнăранпа 69 çул çитет. Пĕчĕк пулнăран вăрçă вăхăчĕ пирки мĕн ас туни пирки ыйтсан нимĕнех те калаймарĕ. Вăхăт чылай иртнĕ те, пĕчĕккĕн-пĕчĕкккĕн çав асапсем (вĕсене туйнах ĕнтĕ) ас тăвăмран тухса ỹкнĕ пулĕ. Анчах та вĕсен Тăван çĕршывăн аслă вăрçи юхăнтарса хăварнă çĕршыва çĕклеме чылай вăй хума, нуши-тертне чăтма тивнĕ. Маларах хамăн сăмаха Ольга Александровна пирки пуçларăм та, вăл çамрăк чухне Комсомольскинчи сĕт-çу заводĕнче вăй хунă. Ун чухне те, район больницинче ĕçлеме пуçласан та Çĕнĕ Каçалтан вăрман урлă çуран е велосипедпа сахал мар çул тума тивнĕ. Кирек мĕнле çанталăкра та ĕçе вăхăтра çитмелле. Шăнни те, çумăрпа лачкам йĕпенни те пĕрре мар пулнă. Çамрăк чухне аптраман та, ватлăхра вĕсем хăйсем çинчен аса илтереççĕ, вырăн çинчен тăраймиех асаплантараççĕ.
Виталий Николаевич та, мĕн пĕчĕкренех ĕç çумне çыпçăнса ỹснĕскер, колхозра чылай тăрăшнă. Вăл пурнăçланă ĕçсем вăрçă хыççăн ар шутне кĕнĕ мĕн пур çамрăкăннинчен нимĕнпе те уйрăлса тăмаççĕ. Вăрман тăрăхĕнче пурăннă май тăтăшах ал пăчăки тытма тивнĕ - каярахпа ĕмĕр тăршшĕпех стройкăра ĕçленĕ. Мăйракаллă шултра выльăх самăртмалли Комсомольскинчи комплекса тунă çĕре те хутшăннă вăл, "Комсомольский" совхоза кĕрекен ялсенчи фермăсене юсанă çĕрте те ĕçленĕ. Пĕр сăмахпа каласан, тивĕçлĕ канăва тухичченех аллинчен пуртă-пăчкă кайман.
Витя тетен тепĕр юратăвĕ пур. Ламран-лама куçса пынă пулĕ вăл. Аслашшĕ те, ашшĕ те пыл хурчĕсем тытнă. "Атте вăрçăран аманса килсен те алă усса ларман. Виçĕ ял пĕрлешсе пĕр чăмăра чăмăртансан, колхозри утара чĕртсе тăратса вăйлатса ячĕ. Эпĕ те мĕн çамрăкранах ун çумĕнче пулнă, ăсталăха алла илнĕ", - тет В.Шашкин. Вăл вăхăтра хуртсем пыл вăйлă панине калать. Халĕ те Виталий Николаевичăн килĕнче вĕллесем пур. "Иртнĕ çул пыл вăйлах пулмарĕ", - сăмахлать ватă.
Шашкинсем 4 ача пăхса çитĕнтернĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă. Шел, çартан чирлесе таврăннă хыççăн Андрей ывăлĕ нумаях пурăнайман, вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Хĕрĕ Галя, Владимирпа Альбина йĕкĕрешсем йĕркеллĕ ĕçлесе пурăнаççĕ. Виталий Николаевич хăйне патвар туять. "Крахмал çăкăрне çисе ỹссен те аптăрамастпăр-ха", - тет хавхаланса. Килти пахчара ĕçлет. "Каçал ен", "Кил-çурт тата хушма хуçалăх" хаçатсем çырăнса илет, телевизорпа хыпарсем итлет. Пыл хурчĕсемпе ĕçлесе киленет. Вăрçă ачисем... Районта чылайăн пурăнаççĕ мĕн пĕчĕкренех ĕçре пиçĕхнисем. Вĕсен сывлăхĕ çирĕп, нуши-тертне курса пурăннăскерсем умĕнче лайăххи çеç пултăрччĕ.
Ю.ГАВРИЛОВ.
Источник: "Каçал Ен"