АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паттăр салтак

08 мая 2014 г.

     Хирти Мăнтăр каччине, Николай Крылова, 17 çул тултарсанах Хĕрлĕ çара кайма повестка параççĕ. Вăл çара кайиччен унăн ашшĕ вăрçă хирĕнче пуçне хунă. Паттăр салтака Новгород облаçĕнче пытарнă.

     1942 çулта Николай фронта тухса каять. Вăрçăн хаяр кунĕсем ăна Ленинград фронтĕнче кĕтсе илеççĕ, декабрь уйăхĕнче вăл пĕрремĕш çапăçăва хутшăнать. 1943 çулхи июнь уйăхĕнче пирĕн ентеш çапăçура аманать. Госпитальте выртнă хыççăн 2, 3-мĕш Прибалтийски фронтĕнче 67-мĕш арминчи 53-мĕш инженерипе саперсен батальонĕнче службăра пулать, çапăçусене хутшăнать. Николай Крылова отделени командирĕ пулма шанаççĕ. Архивра упранса юлнă награда хучĕ çине çапла çырнă: "Крылов сержант батальонра лайăх командирсен шутĕнче. 130-мĕш латышсен стрелоксен корпусĕн колонни валли Крылов юлташăн отделенийĕ пăшалпа пулемет тата артиллери пенĕ вăхăтра тăшман мина лартнă вырăнта çул уçаççĕ. Николай танксене сирпĕнме лартнă минăсене тупса сиенсĕрлетнĕ. Унăн хăюлăхне, паттăрлăхне, тимлĕхне кура нумай çын пурнăçĕ, çар техники упранса юлнă". Николай Крылова çарти хăюлăхшăн "За отвагу" медаль парса чыслаççĕ.

    Аслă Çĕнтерỹ хыççăн паттăр салтак тăван ене таврăннă, çемье çавăрнă. Нумай çул "Знамя" колхозра ферма заведующийĕнче тăрăшнă. 1981 çулта Николай Кузьмича "Ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" ят парса чыслаççĕ. Чăваш Республикинчи Ĕç мухтавĕн тата геройсен кĕнекинче те унăн ячĕ пур. 1991 çулта Николай Кузьмич пиртен уйрăлса кайрĕ.

                                                                                                                                                                                                                                П.ЗАЙЦЕВ

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика