08 мая 2014 г.
1945 çулхи июнĕн 24-мĕшĕнче Мускавра Хĕрлĕ площадьре Аслă Отечественнăй вăрçăра фашистла Германие çĕнтернине палăртса Çĕнтерỹ парачĕ иртнĕ. Парада фронтсен, оборона наркомачĕн, Тинĕс-çар флочĕн пĕрлешỹллĕ полкĕсем, çар академийĕсем, çар училищисем тата Мускав гарнизонĕн çарĕсем хутшăннă. Парадра çапăçусенче хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнисем те пулнă.
Пирĕн районтан Çĕнтерỹ парадне тăваттăн хутшăннă. Вĕсем - Федор Максимович Воробьев (1916-1985 ç.ç.), Александр Павлович Кузнецов (1923 - 2006 ç.ç.), Григорий Мартынович Шемякин (1926 - 2004 ç.ç.), Виктор Васильевич Иванов (Крестниково ялĕ, архивра кăтартусем упранса юлман).
Федор Максимович Воробьев Хырай Ĕнелĕнче çуралнă. 1939 çулта ăна Хĕрлĕ çара илнĕ, кăштахран финн вăрçине лекнĕ. Унтан служба тивĕçĕсене Кавказра пурнăçланă. Аслă Отечественнăй вăрçă пуçлансан Феодосия, Керчь хулисенчи çапăçусене хутшăннă. 1942 çулхи май уйăхĕнче аманнă, часах строя таврăннă. Çав çулхи августрах Новороссийск патĕнчи çапăçура йывăр аманнă, темиçе уйăх госпитальте сипленнĕ. Сывалнă хыççăн минометчике вĕреннĕ. Тамань çур утравĕ çинчи нимĕçсене аркатакан 7-мĕш гварди дивизине лекнĕ. Кунта 82-мĕш миномет взвочĕн командирĕн пулăшаканĕ хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнă. 1943 çулхи октябрь уйăхĕнче Днепр çинчи çапăçусенче уйрăмах палăрнă. Куцеловка ялне ирĕке кăларнă чухнехи паттăрлăхшăн Ф.М.Воробьева II степеньлĕ Отечествăллă вăрçă орденĕпе наградăланă. Молдавипе Румыние ирĕке кăларассишĕн пынă Яссо-Кишиневски операци вăхăтĕнчи çапăçура паттăрлăх кăтартнăшăн III степеньлĕ Мухтав орденĕпе чысланă. Çĕнтерỹ кунне гвардеец-минометчик Чехословакире, Прага çывăхĕнче кĕтсе илнĕ. Ф.М.Воробьев 2-мĕш Украина фрончĕн пĕрлештернĕ полкĕпе парада хутшăннă. Парад хыççăн Федор Максимович Япони милитарисчĕсемпе çапăçăва кĕнĕ. Кунти паттăрлăхшăн ăна II степеньлĕ Мухтав орденĕпе чысланă. Киле таврăнсан "Россия" колхозра тăрăшнă. Мăшăрĕпе - Анна Анисимовнăпа - тăватă ача çуратса ỹстернĕ. 1985 çулта пирĕнтен уйрăлнă.
Александр Павлович Кузнецов 1923 çулта Тутар АССРĕнчи Турмински ялĕнче çуралнă. 1942 çулхи май пуçламăшĕнче ăна Хĕрлĕ çара илнĕ. Сталинград патĕнче çапăçакан 233-мĕш стрелоксен дивизине лекнĕ. Пĕр вăйлă çапăçура аманнă, Горький хулинчи госпитальте икĕ уйăх сипленнĕ. Сывалнă хыççăн 2-мĕш гварди танк дивизине янă. 1943 çулхи февральте 3-мĕш танк бригади Умань хулине илессишĕн хĕрỹ кĕрешнĕ. Çапăçури паттăрлăхшăн III степеньлĕ Мухтав орденĕпе наградăланă. Малалла çул Берлин еннелле выртнă. Шпрее хулинчи Трептовпаркра рейхсканцеляри стени патĕнче юлашки çапăçăва кĕнĕ. Çак çапăçури тавçăрулăхшăн, хăюлăхшăн, ăсталăхшăн кĕçĕн командира I степеньлĕ Отечествăлла вăрçă орденĕпе палăртнă. Вăрçă чарăнсан тепĕр кунне Александр полкри юлташĕсемпе Çĕнтерỹ ялавĕ çине çывăхрах пăхас тесе рейхстаг патне пынă. Ăна Çĕнтерỹ парадне хутшăнма чыс тивнĕ. 1947 çулта çеç салтак ашшĕ-амăшĕ патне Луцки салине таврăннă. Малтан колхозра, каярах бригадирта ĕçленĕ. Чылай çул Луцкинчи сĕт-çу фермин заведующийĕнче тăрăшнă. Çапăçури 6 награда çумне "Ĕçри хастарлăхшăн" медаль хутшăннă. Александр Павлович 2006 çулта вилнĕ.
Григорий Мартынович Шемякин 1926 çулта Йăвашкел ялĕнче çуралнă. 1944 çулта вун саккăрти каччă вăрçа хутшăннă. Шемякин сержант кĕске вăхăтрах бронепоездсен 33-мĕш уйрăм дивизионĕн наводчикĕ пулса тăнă. Çапăçура хăюлăхпа хастарлăх кăтартнăшăн Шемякина командовани Çĕн терỹ парадне хутшăнма сĕннĕ. Вăрçă чарăнсан салтак киле таврăннă. Мĕн пенсие тухичченех тăван "Красный Октябрь" колхозра тăрăшнă, бригадирта ĕçленĕ. 2004 çулта вилнĕ.
Источник: "Каçал Ен"