08 мая 2014 г.
Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр ĕçсĕр инвалидсене, нумай ачаллă тата инвалид-ача ỹстерекен амăшĕсене кирлĕ оборудовани вырнаçтарнă ĕçпе тивĕçтерекен мероприятисене 2011 çултанпа пурнăçлать.
Ĕçсĕр çынсене, уйрăмах социаллă хỹтлĕхсĕр граждансене, ĕç тупас енĕпе йывăрлăхрисене пулăшасси программăн тĕп тĕллевĕ пулса тăрать.
Программăпа килĕшỹллĕн инвалидсем, инвалид-ача ỹстерекен тата нумай ачаллă амăшĕсем валли ĕç вырăнĕсем тăваççĕ. Çак мероприятисене пурнăçласа пурĕ 26 ĕç вырăнĕ хатĕрленĕ. Сусăр çынсене - 12, нумай ача çитĕнтерекенсене - 12, инвалид-ача ỹстерекенсене 2 ĕç вырăнĕпе тивĕçтерме пулать. Ĕç вырăнĕсене сыхласа хăварас тата унта ĕçсĕр инвалидсене вырнаçтарас енĕпе ĕç паракансене тĕрĕслесси РФ Ĕç тата социаллă хỹтлĕх министерствин указĕпе пулса пырать.
Асăннă мерăсем ĕçпе тивĕç-терекен центра ĕç паракансенчен инвалидсене ĕçрен хăтарнине, вакансиллĕ ĕç вырăнĕсене йышăнма ыйтса çырнине вăхăтра йышăнма май пачĕç.
Паянхи куна палăртнă ĕç вырăнĕсенче 10 инвалид, нумай ачаллисем улттăн тăрăшаççĕ. Асăннă категорири граждансем валли тата 7 ĕç вырăнĕ пур.
Нумай ачаллă амăшĕсем валли Ю.Н.Любимов уйрăм предприниматель патĕнче сутуçă вырăнĕ пур, А.Н.Никитин - выльăх пăхакана, "Заря" ЯХПК хуралçа, дояркăна ĕçпе тивĕçтерме пултарать. Р.З.Пахалов уйрăм предпринимателе платник, шăвăç ăсти кирлĕ, Управляющи компанинче нумай ачаллă ашшĕне - çурт тăрри юсакан, инвалида диспетчер ĕçĕсем кĕтеççĕ. Инвалид-ача çитĕнтерекен амăшĕсене "Тав" ООО кассира йышăнать, В.И.Краснов предпринимателе 1С программăна пĕлекен сутуçă кирлĕ. Палăртнă ĕç вырăнĕсене вырнаçас текенсен халăха ĕçпе тивĕçтерекен центра пымалла.
Г.ВОРОНОВА.
Источник: "Каçал Ен"