08 мая 2014 г.
Килти çемье архивĕнче паянхи кун та 15 салтак çырăвĕ упранать. Çырусен авторĕ - манăн асатте, Тимофей Семенович Зайцев. Вăл 1903 çулта Йăлмахва ялĕнче çуралнă. Асатте колхоз председателĕнче ĕçленĕ. Вăрçă пуçлансанах ăна фронта яма тăхтаса тăнă. 1941 çулта вăл ертсе пынипе "Дубрава" колхоз членĕсем Пăрачкав районĕнчи Сăр юхан шывĕ хĕрринче оборона саккасĕсене пурнăçласа окопсемпе траншейăсем чавнă, блиндажсем тунă. Тăрăшса ĕçленĕшĕн вĕсене Хĕрлĕ Ялав парса чыс тунă.
1942 çулта Пăрачкав районĕнчен таврăнсан Тимофей Семеновича ял-йыш фронта ăсатнă. Вăл тăван киле тăтăшах çырусем çырнă. Виç кĕтеслĕ çырусенче мĕн шăрçаланă-ха вăл? Асаттене малтанах Шупашкар хулине çар ĕçне вĕренме яраççĕ. Июлĕн 22-мĕшĕнче вĕсем поездпа фронта тухса каяççĕ. Пĕр çырăвĕнче вăл çапла çырнă: "Эпир Костерово станци çывăхĕнчи вăрманта вырнаçрăмăр. Мускав хули пиртен 130 çухрăмра анчах...". Августăн 15-мĕшĕнче алла пăшал, каска, палатка пани, вĕсене лайăх апат çитерни çинчен те пĕлтереççĕ виç кĕтеслĕ çырусем. Кунта вĕсене ноябрь уйăхĕччен санитара вĕрентнĕ. Тимофей Семенович рота санитарĕ пулса тăрать.
Тепĕр çырăвĕ тăрăх çакă паллă: 1942 çулхи декабрь уйăхĕнче фронта çитеççĕ, Воронеж фронтĕнче "Вăтам Дон" тапăнуллă операцие хутшăнаççĕ. Хĕрлĕ çара хирĕç Дон юхан шывĕ хĕрринче нимĕçсем майлă итальянецсен, румынсен çарĕсем те пулнă. Декабрĕн 17-мĕшĕнче снаряд сирпĕннĕ ванчăксем асаттен сулахай урине амантаççĕ. Воронеж облаçĕнчи Калач хулинче сипленет вăл. Плена лекнĕ нумай нимĕç салтакне курнине те çырса кăтартнă вăл çырусенче. Пирĕн çар ку тăрăхра нимĕçсене çĕмĕрсе тăкать, çĕнтерỹ кунне çывхартма талпăнать.
1943 çулта март уйăхĕнче асатте запасри полка лекет. Унтан Украинăри Ворошиловград облаçне çитет. Фронт вĕсенчен 70 çухрăмра çеç пулнă. Юлашки çырăвне вăл июлĕн 10-мĕшĕнче çырнă: "Ырă кун! Çамрăк вĕтлĕх вăрман ăшă çилпе калаçать. Эпĕ ăшă кăмăлпа сирĕн пата çыру çыратăп, юратнă çемьесем, çамрăк ачамсем. Çитĕ-ха вăхăт киле таврăнса юратнă ачасемпе, çемьепе ăшăнса, савăнса пурăнма. Нимĕç оккупанчĕсене çапса, çĕмĕрсе тăкмалла. Вĕсем мирлĕ пурăнакан Совет çĕршывне килсе пуçĕсене чикрĕç. Вĕсен çулне пỹлетпĕрех. Эпир хыр вăрманĕнче. Умра - нимĕç çарĕ. Пирĕн урлă кас-кас мина-снаряд шăхăрса иртет. Эпир те ахаль выртмастпăр, совет çĕршывне сыхлатпăр. Сиртен эпĕ çырусем илтĕм. Сире, ачамăрсем, ырлăхлă-сывлăхлă пурăнма сунатăп. Чунăм манăн пĕрре те хăрамасть. Гитлера тĕп тусанах киле таврăнасса туять...".
Çапла вара, фронтран килнĕ виç кĕтеслĕ çырусем асаттен вăрçă вăхăтĕнчи кун-çулĕпе паллаштараççĕ. Кашни çырăвăн полевая почта номерĕ пур-çке, вĕсем салтак хăш дивизинче пулнине пĕлме май параççĕ. Çак çырусем пулăшнипех эпир хыпарсăр çухалнă салтаксен йышĕнче пулнă асаттен шăпине тĕпчесе пĕлтĕмĕр, ăна ăçта пытарнине шыраса тупрăмăр. Вăл 54 çул хушши хыпарсăр çухалнисен йышĕнче пулнă. Халĕ вара эпир ăна Украинăра пытарнине пĕлетпĕр, вил тăприйĕ çинче те пултăмăр. Вăрçă паттăрĕсене çĕре çити пуç таятпăр.
П.ЗАЙЦЕВ.
Источник: "Каçал Ен"