08 мая 2014 г.
Майăн 7-9-мĕшĕсенче Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕсемпе инваличĕсем ытти хуласенчи тата çĕршывсенчи пĕр полкра çапăçнисемпе, юлташĕсемпе тата тăванĕсемпе тỹлевсĕр калаçма пултараççĕ.
Ветерансем пурăнакан вырăнти килти телефонсенчен ытти хуласене тата Украинăна, Беларуçе, Молдовăна, Казахстана, Узбекистана, Таджикистана, Кыргызстана, Туркменистана, Азербайджана, Грузие, Абхазие, Латвие, Литвана, Эстоние, Кăнтăр Осетине 60 минут таран тỹлевсĕр шăнкăравлама пултараççĕ.
Госпитальсенче, Ваттисен çурчĕсенче пурăнакансен те тỹлевсĕр шăнкăравлама ирĕк пур. Çавăн пекех майăн 7-9-мĕшĕсенче ветерансем Раççейре тата çỹлерех асăннă çĕршывсене тỹлевсĕр телеграммăсем яма та пултараççĕ.
Источник: "Каçал Ен"