АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Конкурссене пĕтĕмлетнĕ

08 мая 2014 г.

    Чăваш Енре вĕрентекенсен профессиллĕ ăсталăхне палăртас тĕллевпе ирттернĕ республикăри пилĕк конкурса пĕтĕмлетнĕ.

    "Çулталăк учителĕ - 2014" конкурс çĕнтерỹçи - Çĕнĕ Шупашкар хулинчи 5-мĕш шкулăн ют чĕлхе учителĕ Екатерина Владимирова. "Çулталăк воспитателĕ - 2014" - Çĕмĕрлери 19-мĕш "Çăлкуç" ача садĕнчи Татьяна Тетеревова. "Самый классный классный" номинацире Тукай Мишер вăтам шкулĕн ют чĕлхе вĕрентекенĕ Гузель Хайртдинова çĕнтернĕ. "Чăваш Енри социаллă педагог - 2014" ята Улатăрти 9-мĕш номерлĕ шкулти Наталия Нажалкина тивĕçнĕ. "Чăваш Енри психолог педагог - 2014" - психологипе педагогика, коррекципе реабилитаци центрĕнчи Сергей Педюсев.

     "Çулталăк учителĕ" конкурс çĕнтерỹçи Чăваш Республикин Пуçлăхĕн премине (150 пин тенкĕ), "Çулталăк воспитателĕ" - 100 пин тенкĕ, ытти конкурссенче çĕнтернисем 50-шар пин тенкĕ премисене тивĕçнĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика