АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçри хăрушсăрлăхшăн

30 апреля 2014 г.

     Пĕтĕм тĕнчери ĕç сыхлавĕ кунĕ умĕн ЧР следстви комитечĕн Патăрьелĕнчи районсем хушшинчи пайĕ иртнĕ çул ĕçре сусăрланнин сăлтавĕсене тишкернине пĕтĕмлетнĕ.

     РФ Уголовлă кодексăн 143 статйипе (ĕç сыхлавĕн правилисене пăснă май асăрханмасăр çын сывлăхне сиен е вилĕм кỹни) пăхнă преступленисене тĕпчесси пай ĕçĕнче тĕп вырăн йышăнать.

     2013 çулта ЧР следстви комитечĕ Чăваш Енре çавнашкал уголовлă 25 ĕçе, 2012 çулта - 24 ĕçе, 2011 çулта 12 ĕçе тĕпченĕ. Патăрьел, Шăмăршă, Комсомольски тата Елчĕк районĕсенче ĕç вырăнĕсенче сусăрланнипе 2 ĕç пуçарнă. Кăçал кун пек ĕçсем пирĕн тăрăхра пулман. 2013 çулта Шупашкарта 11, Çĕнĕ Шупашкарта 7 ĕç пуçарнă. Çакăн пек инкексем республикăри ытти районсенче те пулнă.

     Ĕç сыхлавĕн правилисене пăхăнманнипе çын сывлăхне сиен е вилĕм кỹнин 88 проценчĕ - коммерциллĕ организацисенче, ытти муниципаллă тата патшалăх организацийĕсенче пулнă.

    Ĕçсене туллин тишкерни çак инкексем мĕнле сăлтавпа пулнине тупса палăртма май парать - асăрханусăрлăх, тимлĕхе çухатни. Яваплă çынсем хăйсене пăхăнса тăракансем хăрушсăрлăх техникине пăхăннине сăнаса тăмаççĕ, вĕсене хỹтлĕх хатĕрĕсемпе тивĕçтермеççĕ, тивĕçлĕ инструктаж ирттермеççĕ, юсавсăр оборудованипе усă кураççĕ, тепĕр чух ỹсĕрсене ĕçе явăçтарни те тĕл пулать.

     Елчĕк районĕнчи "Колос" ЯХПК-ан 55 çулхи председателĕн çумĕ Уголовлă кодексăн 143 статйипе айăплă тесе йышăннă. 2013 çулхи июлĕн 31-мĕшĕнче йĕтем çинче шнеклă транспортера тасатнă вăхăтра инкеклĕ ĕç пулса иртнĕ. Рабочисем айккинелле пăрăннине тĕрĕслемесĕрех транспортера хута янă, çав вăхăтра пĕр рабочин аллине транспортер шнекĕ сĕтĕрсе кĕртнĕ. Инкеке пула рабочин сылтăм алли аманнă, икĕ пỹрни татăлнă.

    Патăрьелĕнчи следстви пайĕ производствăра сусăрланнисен прависене тата ирĕклĕхĕсене хỹтĕлессипе, следстви ĕçĕсене пуçарассинче саккунлăха пăхăнассипе контрольлекен тата асăрхакан органсемпе тачă çыхăнса тĕплĕнрех те тĕллевлĕрех ĕçлĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика