АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çулăмпа кĕрешекенсен ĕçĕ сумлă та хисеплĕ

30 апреля 2014 г.

       Вут-çулăм тухнине асăрхасан, чи малтан 01 е 101 телефонпа шăнкăравлатпăр. Пулăшу килессе чăтăмсăррăн кĕтетпĕр. Ваттисем "Вăрă вăрлать - кил-çурт юлать, пушар пулать - кăмрăк юлать", - теççĕ. Пушар хуралĕнче ĕçлекенсем çакна асра тытса шăнкăравланă хыпар хыççăн 1 минут хушшинче тăхăнса, автомашинăсем çине ларса çула тухаççĕ. Инкекре кашни çеккунт, минут хаклă пулнине лайăх пĕлеççĕ вĕсем. Вут-çулăмпа кĕрешекенсен ĕçĕ сумлă та хисеплĕ.

      - Кашни кунах караулта тăватă çын дежурствăра: икĕ водитель, караул начальникĕ, пушар сỹнтерекен. Икĕ автомашинăпа çула тухаççĕ вĕсем. Çирĕплетнĕ йĕркепе инçе вырнаçнă ялсене çитме 20 минут уйăраççĕ. Кашни минут хаклине лайăх пĕлеççĕ ĕçченсем, ĕçе яланах вăр-вар та хăвăрт пурнăçлаççĕ. Халĕ эпир вут-çулăм тухнă вырăна çеç мар, çул-йĕр çинче инкек пулсассăн та пулăшма васкатпăр. Час-часах тĕрлĕ вĕренỹсем, ăмăртусем йĕркелени те пушар сỹнтерекенсен ăсталăхне ỹстерме май парать. Вĕсем кашни лару-тăрăва хаклаççĕ, тĕрĕс йышăнусем тăваççĕ, çынсене çăлаççĕ. Çакăн пек ăмăртусенче пирĕн ĕçченсем чи маттуррине тĕслĕхсемпе çирĕплетеççĕ, малти вырăнсене йышăнаççĕ. Палăртнă заданисене яланах ыттисенчен хăвăрт пурнăçлаççĕ, - терĕ кулленхи ĕçпе паллаштарса районти 31-мĕш пушар чаçĕн начальникĕ Сергей Алексеевич Алексеев.

      Сергей Алексеевич пушар чаçĕнче 1999 çултанпа начальник тивĕçĕсене пурнăçлать. Коллективри ĕçченсене пилĕк пỹрнине пĕлнĕ пек пĕлет. Кунта ытларах пĕр вăхăтра ĕçе пуçăннă çынсем тăрăшаççĕ. Вĕсем туслă та тачă шухăшлă пулни çакна çирĕплетет те.

     - Ĕçре туслă, пĕр-пĕрне яланах пулăшма хатĕр пулни темрен те паха. Пире паянхи кун та ветерансем сĕнỹ-канашпа пулăшса пыраççĕ. В.Б.Мамуткин, И.И.Прохоров, В.В.Павлов, В.Б.Тихонов, В.В.Мамуткин, тивĕçлĕ канура пулсан та, чылай çул тăрăшнă ĕç вырăнне манмаççĕ, тăтăшах килсе çỹреççĕ. Илья Иванович Прохоровăн ывăлĕ Александр, Виталий Борисович Мамуткинăн Николай, Вячеслав ывăлĕсем, Константин мăнукĕ ашшĕн, аслашшĕн çулĕсене суйласа илнĕ.

     Районти 31-мĕш пушар чаçĕнче тăрăшакансем кулленхи ĕçе пурнăçланипе çеç çырлахмаççĕ, час-часах шкулсене, ача сачĕсене тухса çỹреççĕ, тĕл пулусем йĕркелеççĕ, пушар хăрушсăрлăхĕн правилисемпе паллаштараççĕ, вут-кăвар тухасран асăрхануллă пулмаллине ăнлантараççĕ. Вĕренекенсемпе ача садне çỹрекенсем пушар чаçĕнче тăтăшах экскурсире пулаççĕ, хăватлă машинăсемпе паллашаççĕ, пушар сỹнтерекенсемпе тĕл пулаççĕ, кăсăклантаракан ыйтусем параççĕ. Пуриншĕн те усăллă, интереслĕ пултăр тесе иртнĕ кунсенче пушар чаçĕн умне вут-кăвара сỹнтернĕ чухне усă курнă ĕлĕкхи насуса лартнă. Çак тупрана Киров поселокĕнчен кỹрсе килнĕ. Унпа аслисем те, ачасем те паллашма пултараççĕ, ăна ятарлă постамент çине вырнаçтарнă.

      "Апрелĕн 30-мĕшĕнче пушар службин ĕçченĕсем хăйсен професси уявне паллă тăваççĕ. Пирĕн ĕçченсем хăюллă та хастар, тỹсĕмлĕ пулнине, йывăр лару-тăрура çынсене яланах пулăшма хатĕррине тĕслĕхпе çирĕплетеççĕ. Йывăр та пархатарлă ĕçре малашне те çирĕп вăй-халпа тăрăшма сывлăх, ĕçре çитĕнỹсем, ырлăхпа телей сунатăп", - терĕ уяв ячĕпе ăшшăн саламласа Сергей Алексеевич Алексеев.

                                                                                                                                                                                                                                    А.ЕФРЕМОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика