АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Штрафсем ỹснĕ

26 апреля 2014 г.

     Хальхи саманара эрех туяннă чухне уйрăмах асăрхануллă пулмалла. Унпа пĕрлех ăна сутакансен те тимлĕхе çухатмалла мар. Кăçалхи январь уйăхĕнче РФ Административлă йĕркене пăсни çинчен калакан Кодекса улшăнусем кĕртнĕ. Этил спиртне, алкоголь тата спиртлă шĕвек продукцийĕсене туса кăларакансене, çаврăнăша кĕртекенсене, сутă тăвакансене тата çул çитмен ачасене эрех ĕçме сĕнекенсене явап тыттарассипе улшăнусем пулнă, штраф виçисем самай ỹснĕ.

    Асăннă кодексри 20.20 статьяпа килĕшỹллĕн федераци саккунĕпе алкоголь продукцийĕсене ĕçме чарнă вырăнсенче эрех ĕçнĕшĕн 500-1000 тенкĕ таран штраф параççĕ. Çавăн пекех обществăлла вырăнта наркотикла тата психотроплă хутăшсемпе усă курнăшăн 4-5 пин тенкĕ штраф тỹлеттереççĕ. Енчен те йĕркене пăсакан çын гражданствăсăр тата ют çĕршыв çынни пулсассăн административлă йĕркепе явап тыттарса 4-5 пин тенкĕ штраф параççĕ тата Раççей Федерацийĕнчен кăларса яраççĕ е 15 талăка арестлеççĕ. Ỹсĕр çỹренĕшĕн 500-1500 тен-кĕлĕх штрафлаççĕ. Çул çитмен çамрăксем тĕлĕшпе те йĕрке çирĕп.

    Çул çитмен ачасем обществăлла вырăнта ỹсĕр çỹренĕшĕн, наркотиклă тата психотроплă хутăшсемпе усă курнăшăн ашшĕ-амăшĕсемпе саккунлă представителĕсене 1500-2000 тенкĕ таран штраф параççĕ.

    Кăçалхи январь - март уйăхĕсенче 558 çынна явап тыттарнă, пĕлтĕр çак вăхăтра 685 çынна административлă йĕркепе айăпланă. Штрафа вăхăтра тỹлеменшĕн 37 протокол çырнă. Йĕркене пăснă 7 çынна административлă йĕркепе арестленĕ.

                                                                                                                                                                                                                                О.КОРОТИНА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика