АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Яковлевăн Халалĕ пилĕк чĕлхепе пичетленнĕ

26 апреля 2014 г.

     Чăваш халăхне çутта кăларакан И.Я.Яковлев çуралнă тата Чăваш чĕлхин кунĕ тĕлне Чăваш кĕнеке издательстви Иван Яковлевăн "Чăваш халăхне панă халал" тĕлĕнмелле кĕнекине тепĕр хут пилĕк чĕлхепе пичетлесе кăларнă. 2013 çулхи тираж темиçе эрнерех сутăнса пĕтнĕ.

     1918 çулта шутласа хунă халала, Алексей тата Николай ывăлĕсем пулăшнипе, 1921 çулта Чĕмпĕрте çырнă. 1955 çулччен халал И.Я.Яковлевăн архивĕнче упраннă. 1922 çултанпа çак архив СССР наукăсен академийĕн член-корреспонденчĕн, истори наукисен докторĕн, А.И.Яковлев профессорăн хваттерĕнче пулнă. Иван Яковлевичăн мăнукĕ, истори наукисен кандидачĕ Ольга Алексеевна Яковлева аслашшĕн архивĕн пысăк пайне 1955 çулта В.И.Ленин ячĕллĕ СССР Патшалăх библиотекин (халĕ Раççей Патшалăх библиотеки) Ал çырăвĕсен пайне панă.

     Халал кĕнекин ум сăмахне Иван Яковлевăн еткерлĕхне нумай çул тĕпченĕ истори наукисен докторĕ, В.Д.Димитриев профессор çырнă. И.Я.Яковлевăн халалĕ - чăваш халăхне çутта кăларас, çỹле çĕклес, ытти халăхсемпе çывăхлатас, малалла аталантарас тесе вăл çур ĕмĕр ĕçленин пĕтĕмлетĕвĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика