АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Куравсем уçăлчĕç

23 января 2013 г.

Январĕн 14-мĕшĕнче чăваш халăх художникĕ Виктор Немцев çуралнăранпа 77 çул çитрĕ. Çак паллă датăна халалласа районти «Çĕр тата çынсем» музейре тата тĕп библиотекăра художникăн ĕçĕсен куравĕсем уçăлчĕç.

В.Немцев Комсомольски районĕнчи Вутлан ялĕнче 1936 çулта çуралнă. Тепĕр çултанах вĕсен çемйи Йĕпреç поселокне пурăнма куçнă. Унта вăтам шкул пĕтернĕ хыççăн вун сакăр çулти Виктор Шупашкарти художество училищине вĕренме кĕнĕ, ăна ăнăçлă пĕтернĕ.

1959 çултан пуçласа мĕн пенсие тухичченех, 1996 çулччен, Виктор Леонтьевич РСФСР художество фончĕн Чăваш Республикинчи пултарулăхпа производство комбинатĕнче, Шупашкарти 1-мĕш номерлĕ художество шкулĕнче завучра (1961—1966 ç.ç.), тăван училищĕре вăй хунă. Виктор Немцев творчестви тĕрлĕ енлĕ аталаннă. Шкулта чухне вăл акробатикăпа кăсăкланма пуçланă, 1965 çулта спорт мастерĕн нормативне пурнăçланă. 1967 çулта ăна СССР художниксен союзне илеççĕ. 1954 çулта вăл халăх театрĕпе кăсăкланма пикеннĕ.

Пултарулăх анинчи пысăк çитĕнÿсемшĕн 1976 çулта В.Л.Немцев «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ художникĕ», 1980 çулта К.Иванов ячĕллĕ патшалăх премийĕн лауреачĕ пулса тăрать.

Атăлçири, Раççейри тата уйрăм куравсенче унăн пултарулăхĕпе пин-пин çын паллашнă. Чи кирли, В.Л.Немцев шутланă тăрăх, унăн картинисем Чăваш Енре упранччăр, тăван халăха савăнтарччăр. Çавăнпа та пуль вăл ĕçĕсен пĕр пайне хăй çуралнă района парнелеме кăмăл турĕ. Пирĕн вара, музей ĕçченĕсен тĕллевĕ — çак пуянлăха тĕрĕс-тĕкел упраса халăх патне çитересси.

Иртнĕ кунсенче художникăн ĕçĕсене районти информаципе культура центрĕсенче кăтартма ятарлă график туса хатĕрлерĕмĕр. Февралĕн 12-мĕшĕнче — Нĕркеçри, февралĕн 26-мĕшĕнче Турханти культура çурчĕсенче В.Немцев пултарулăхĕпе паллашма пултараççĕ.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика