23 января 2013 г.
Нина Семеновна Петрова (хĕр чухнехи хушамачĕ Пыркина) Асанкасси вăтам шкулĕнчен вĕренсе тухсан Коми АССРĕнчи училищĕре повар специальноçне алла илнĕ. Ун хыççăн вара вăл юхан шыври «Сыктывкар — Соль-Вычегодск» маршрутпа «Конструктор» пăрахут çинче тăрăшнă.
«Паллах, ялта пур ĕçе те тума хăнăхнă май, пăрахут çинче те çăмăл пулнă мана. Кирек мĕнле ĕçре те тăрăшулăх, ăнтăлу тата туслăх кирлĕ. Ар çынсен коллективĕнче ĕçлеме те çăмăл. Мĕншĕн тесен хĕрарăм пек нумай калаçмаççĕ», — шÿтлерĕ Нина аппа.
Виçĕ çултан вăл мăшăрĕпе, Николай Андреевичпа, тăван яла таврăннă. Петровсем Асанкассинче çурт лартаççĕ, хĕрпе ывăл çитĕнтереççĕ. Шел пулин те, чире пула Нина Семеновнăн мăшăрĕ ир çĕре кĕнĕ. Халĕ 66 çулхи хĕрарăм пĕчченех пурăнать.
— «Каçал ен» хаçата кашни çулах çырăнса илетĕп. Уйрăмах мана специалистсен канашĕсем, тĕрлĕ сĕнÿсем, апат-çимĕç рецепчĕсем çинчен çырни килĕшет. Статьясемпе паллашнă хыççăн вара кÿршĕсемпе сÿтсе яватпăр. Тус вырăнĕнчех ĕнтĕ хаçат, уйрăмах — пĕччен çынсемшĕн, — терĕ Н.Петрова.
Источник: "Каçал Ен"